Ăшăлăхпа тыткăнлать
Ырăлăхпа тыткăнлакан, чĕре ăшшине хĕвел пек сапалакан çын енне чун туртăнать. Тĕл пулсан çакăн евĕр этемпе сăлтавпа е сăлтавсăрах калаçас та калаçас, ăслă сăмахĕсене ăша хывас килет.
Патреккелте пурăнакан, ялти библиотекăра тăрăшакан Тамара Захарован сăнне Елчĕкри Хисеп хăми çине вырнаçтарнине пĕлсен, кăçал ăна Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ят панине илтсен ял-йыш анчах мар, районта та ăна лайăх пĕлекенсем çапла калаçни мана питĕ хавхалантарчĕ: "Тамара Николаевна çак хисеплĕ ятсене чăннипех те тивĕç. Хăйĕн ырми-канми ĕçĕпе, пысăк чун-чĕрипе çĕнсе илнĕ вăл ырă ята".
Тамара Захарова 1959 çулта Тĕмер ялĕнче кун çути курнă. Библиотека ĕçне вăл 1978 çулта пуçăннă. Ача-пăча библиотекин заведующийĕнче, методистра тăрăшнă. 2005 çулччен Елчĕкри тĕп библиотекăн кĕнекепе тивĕçтерекен уйрăм заведующийĕнче вăй хунă. 2006 çултанпа Патреккел ялĕн библиотекинче ĕçлет. Тамара Николаевна ĕçе чунтан, тĕплĕн пурнăçланипе палăрать, çĕнĕлĕх шырама ăнтăлать. Обществăлла ĕçре те хастар вăл. Шкулта е культура çуртĕнче тĕрлĕ мероприяти иртет-и, суйлав тапхăрĕ пырать-и - пур çĕрте те харсăр библиотекарь хатĕрленĕ буклетсемпе куравсем халăха тыткăнлаççĕ.
Компьютер техники пурнăçа кĕрсен ăна чи малтан алла илме пултарчĕ библиотекарь, хăйĕн ĕç опычĕпе паянхи кун та ял çыннисене паллаштарсах пырать. Тĕрлĕ сферăра тăрăшакансем конкурссене е дистанци мелĕпе иртекен олимпиадăсене хутшăннă чухне те пулăшу ыйтма чи малтанах ял библиотекине васкаççĕ. Кашнинех компьютер чĕлхине вĕрентнĕ май вăл вĕсене ырă канаш-сĕнỹсем парать. Кĕçĕн çулхисем анчах мар, аслă ăрурисем те хăпма пĕлмеççĕ Т.Захаровăран. "Халĕ вăхăт çук-ха, кайран килĕр", - сăмахсене нихăçан та илтеймĕн унран. Ыйтакана пулăшусăр хăварас мар тесе çĕрле 10-11 сехет çитиччен вулавăшра ларнă тĕслĕхсем пайтах унăн. Çепĕç чĕлхи, ăшă сăмахĕ пурин валли те çитет. Çавăнпа та вăл библиотека çумĕнче йĕркеленĕ кружоксемпе клубсенчен ватти-вĕтти татăлмасть. Район, республика шайĕнчи конкурссене хастар хутшăннă май хăй те, вулаканĕсем те сахал мар призлă вырăн çĕнсе илнĕ. Ял халăхне кĕнекене юратма пулăшни çак çитĕнỹсенче курăнать. 2009, 2013 çулсенче Т.Захарова "Çулталăкри чи лайăх библиотекарь", 2009 çулта вăл ертсе пыракан ялти вулавăш "Чи лайăх библиотека" ятсене тивĕçнĕ.
Ырă кăмăллă анне, ăш пиллĕ кукамай-асанне те Тамара Николаевна. 3 ача çуратса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă вăл. Мăшăрĕ ытла та ир çĕре кĕнĕрен йывăр çĕклем унăн черченкĕ хул-çурăмĕ çине тиеннĕ. Çапах та пуçне усмасть хĕрарăм, пурнăç тумхахĕсене çĕнтерсе пырса малаллах утăмлать.
Çак кунсенче Тамара Николаевна 55 çулхи юбилейне паллă турĕ. Сумлă уяв ячĕпе тăванĕсемпе пĕлĕшĕсем, тус-юлташĕсем чун-чĕререн саламларĕç мал ĕмĕтлĕ библиотекаре.
Елена ПЕТРОВА.
Сăн ỹкерчĕкре: Т.Захарова ачисемпе тата мăнукĕсемпе.