Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Паттăрсене асăнса

Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 9-мĕшĕччен Елчĕкри тĕп стадионта футболла выляса район кубокне çĕнсе илессишĕн ăмăртусем иртеççĕ. Вăйăсем 17 сехет те 30 минутра, Çĕнтерỹ кунĕнче финал 12 сехетре пуçланаççĕ.

Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕпе Елчĕк ял тăрăхĕн, ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕпе Тăрăм ял тăрăхĕн, çу уйăхĕн 2-мĕшĕнче Аслă Елчĕк ял тăрăхĕпе Аслă Таяпа ял тăрăхĕн, çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче Лаш Таяпа ял тăрăхĕпе Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн командисем пĕр-пĕринпе пуçласа тĕл пулаççĕ. Çу уйăхĕн 6-8-мĕшĕсенче вăйăсем малалла тăсăлаççĕ. Финал - çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче.

Вăйăсенче чи лайăх вратаре, хỹтĕленсе вылякана, тапăнакана уйрăммăн палăртаççĕ.



"Елчĕк Ен"
25 апреля 2014
21:40
Поделиться