Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

"Кĕмĕл сасăра" - Зарема Князева

Чăваш эстрада юррисен "Кĕмĕл сасă" фестиваль-конкурсĕ республикăра 15-мĕш çул иртет.

Кăçал унта 37 юрăç хутшăннă. Пирĕн районти çамрăксем те çулсерен хăйсен кĕмĕл сассисемпе савăнтараççĕ. Хăй вăхăтĕнче Вячеслав Захаров, Полина Борисова гран-прие çĕнсе илнĕ.

Кăçал республикăри фестивале Лаш Таяпари информаципе культура центрĕн ертỹçи Зарема Князева хутшăннă. Вăл Г.Мулюкова сăввипе Иван Шурбин кĕвĕленĕ "Тăван ял" юрăпа сцена çине тухнă, дипломант пулса тăнă.



"Елчĕк Ен"
23 апреля 2014
21:42
Поделиться