Тĕп вырăнта - яла аталантарасси
Волгоградра ака уйăхĕн 4-5-мĕшĕсенче ял тăрăхĕсен депутачĕсен Раççейри съезчĕ иртнĕ. Унта 1900 делегат, çав шутран Чăваш Енрен ЧР Патшалăх Канашĕн Патшалăх строительстви, вырăнти хăй тытăмлăх, Регламент тата депутат этики енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Н.Малов, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Депутатсен пухăвĕн депутачĕ, "Нива" ЯХПК директорĕ В.Мурайкин, Елчĕк районĕнчи Депутатсен пухăвĕн депутачĕ, "Прогресс" АХО директорĕ П.Скворцов, Красноармейски районĕнчи Еншик Чуллă ял тăрăхĕн депутачĕ, КФХн пуçлăхĕ Л.Посадский, Çĕрпỹ районĕнчи Ямаш ял тăрăВхĕн пуçлăхĕ Ю.Тимофеев хутшăннă.
Съездăн пĕрремĕш кунĕнче 6 дискусси площадкинче ялта пурăнакансемпе ĕçлекенсене хумхантаракан ыйтусене сỹтсе явнă. Унта 1200 участник тухса калаçнă.
Иккĕмĕш кун Д.Медведев тĕп доклад тунă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, ял аталанăвĕнче "Единая Россия" паллă вырăн йышăнмалла, мĕншĕн тесен ялти кашни 4-мĕш çын çак партин членĕ. "Тĕрлĕ йывăрлăхсене пула хăш-пĕр проектсемпе тăкаксене чакарма та тивет. Анчах аграрин пĕр программине те çак йывăрлăх пырса тивмĕ", - палăртнă Д.Медведев.
"Ял территорийĕсене 2014-2017 çулсенче тата 2020 çулчченхи тапхăрта аталантарасси" программăпа килĕшỹллĕн пĕтĕмпе 299,2 млрд тенкĕ тăкаклама палăртнă. Çывăх вăхăтра çак тĕллевпе 100 млрд тенкĕ уйăрмалла. Ỹсен-тăран отрасльне аталантарма илнĕ кĕске вăхăтлăх кредитсен процентне саплаштарма субсидисен виçине 4 млрд тенкĕ ỹстернĕ - вăл пĕтĕмпе 7,5 млрд тенкĕпе танлашĕ.
2013 çулта ялти вĕренỹ отрасльне 50 млрд тенкĕ тăкакланă. Кăçал та çакăн чухлех пулĕ. 2016 çул вĕçĕ тĕлне ялсенчи пĕтĕм шкулсен спорт залĕсене юсассине вĕçленĕ.
Патшалăх тата муниципалитетсен нушисем валли таварсене вырăнти ял хуçалăх предприятийĕсенчен, халăхăн ыйтăвĕсене тивĕçтерекен ятарлă программăсем урлă, çав шутран социаллă карттăсем тăрăх туянĕç.
"Земство тухтăрĕ" программа та малалла аталанĕ. Малашне 40 çула çитичченхи медицина ĕçченĕсем те ялта çак программăпа ĕçлеме пултарĕç. Çĕнĕ йышши ял хуçалăх техникипе оборудовани туянма каякан тăкаксен 35-40 процентне патшалăх саплаштарĕ.
2016 çултан пуçласа ялта пурăнакан, унта 30 çултан кая мар ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă çынсен пенси виçи çумне 25 процент хушса тỹлĕç.
Съездра "Агропромышленноç секторне аталантарасси, ялсен территорийĕсенче пурăнма тата ĕçлеме условисене лайăхлатасси çинчен" резолюци проектне йышăннă. Документра Раççей Правительствине, Патшалăх Думинчи "Единая Россия" партин фракцине АПКна аталантарас енĕпе панă 30 ытла сĕнỹ вырăн тупнă.
Съезд хыççăнхи шухăш
"Прогресс" АХО директорĕ Петр Скворцов:
- Эпир съездра Раççей Правительствин Председателĕнчен, "Единая Россия" партин председателĕнчен Дмитрий Анатольевич Медведевран, ытти тухса калаçакансенчен чи лайăх сăмахсене илтрĕмĕр. Яла тата ял хуçалăхне патшалăх енчен пулăшасси чакмасть, малашне те ỹссех пырать. Акă, çĕнĕ йышши техника хатĕрĕсене туянма каякан тăкаксен 35-40 процентне патшалăх саплаштарать. Çавăн пекех ял хуçалăх продукцине тулашри тата шалти рыноксенче сутассине те хавхалантарма мерăсем палăртнă. ВТОна кĕнĕ пулин те, ял хуçалăх продукцийĕн çурри ытла вырăнта туса илни пулмалла.
Ялта çамрăксене çирĕплетсе хăварас тĕллевпе çамрăк специалистсене хавхалантарни те питĕ вырăнлă.
Пĕтĕмĕшле илсен, пире, ялта пурăнакансене, çакăн йышши съездсем кирлех. Çакă малалла ĕçлеме, çитĕнỹсем тума хавхалантарать.