Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Вĕренмелли нумай

Вĕренмелли нумай

Чăваш Республикинчи аграрисем çурхи уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама мĕнле хатĕрленнине хак паракан тата малашлăх тĕллевсене палăртакан черетлĕ семинар-канашлу Чăваш Енри малта пыракан, çĕнĕ технологисемпе анлăн усă куракан ял хуçалăх предприятийĕсенчен пĕринче - пирĕн районти "Прогресс" акционерсен хупă обществинче пулса иртрĕ. Çур аки умĕнхи пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ С.Павлов ертсе пычĕ.

Сергей Владимирович Павлов Чăваш Енри Культура çулталăкĕнче аграрисен черетлĕ тĕл пулăвне Елчĕкре ирттерни, пушшех, вырăнлă пулнине палăртрĕ. Мĕншĕн тесен культура ăнлав анлă пĕлтерĕшлĕ. Ку чухне культура учрежденийĕсен ĕç-хĕлне анчах малти вырăна хуни çителĕксĕр. Çĕр-аннемĕре хисеплени, çĕр лаптăкĕсемпе пĕлсе тата тухăçлă усă курни, анасем çип çапнă пек тỹрĕ, çум курăксăр пулни, пысăк тухăçлă тыр-пул çитĕнтерни те культура шайне палăртни. Елчĕксем вара республикăри нумай районшăн çак енсемпе тĕслĕх пулса тăраççĕ. Ял хуçалăх министрĕн çумĕ Э.Александров, "Россельхозцентр" филиалĕн ертỹçин çумĕ О.Исаев, патшалăх техника асăрхавĕн инспекцийĕн начальникĕ В. Димитриев, "Чăваш Республикинчи апат-çимĕç фончĕ" хысна унитарлă предприяти директорĕ А.Самаркин тата ытти яваплă специалистсем республикăри ял хуçалăх предприятийĕсем черетлĕ çур акине хатĕрленсе мĕнле ĕçленипе тĕплĕн паллаштарнинче те пирĕн район малтисен ретĕнче пулни уçăмлăн çирĕпленчĕ. Республикипе илсен минераллă удобренисем хальлĕхе пĕтĕмпе кирлин 40 проценчĕ пуррине шута илнĕ. Елчĕк районĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсем вара ăна 80 процент таран турттарса хума пултарнă. Кондициллĕ вăрлăх 116 процент хатĕрленĕ. Оригинал, элита вăрлăхсем туянассипе те, пĕтĕмĕшле илсен, ыттисенчен аванрах ĕçленĕ. Кăçал пурĕ 360 тонна элита вăрлăх кỹрсе килнĕ. Ăна чи нумай - 105 тонна "Прогресс" акционерсен хупă обществи туяннă.

Районти ял хуçалăх предприятийĕсенчи техника паркĕ çĕнĕ йышши, энергие перекетлекен, ĕçе чи пысăк шайра, пысăк пахалăхпа пурнăçлама май паракан ял хуçалăх машинисемпе пуянланать. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин палăртнă тăрăх, ял хуçалăх предприятийĕсем 2012 çулта 93 единица, пурĕ 96 миллион тенкĕлĕх, 2013 çулта 45 единица - 78 миллион тенкĕлĕх çĕнĕ техника туяннă. "Прогресс" акционерсен хупă обществинче хăватлă ял хуçалăх машинисемпе уйрăмах ăнăçлă тата тухăçлă усă кураççĕ. Республика шайĕнчи 150 яхăн çын хутшăннă семинар-канашлăва кунта ирттерни те ахальтен мар. Ял хуçалăх предприятийĕнче паянхи пурнăç ыйтнă лару-тăрура çĕр ĕç культурисене туса илме кирлĕ мĕн пур йышши техника çителĕклĕ. Çатма пек шăлса тасатнă Патреккел йĕтемĕнчи пысăк территорире ял хуçалăх предприятийĕнче юлашки çулсенче туяннă тĕрлĕ йышши ял хуçалăх машинисене ретĕн-ретĕн вырнаçтарса тухни пысăк курава аса илтерчĕ. Унта "Агромашхолдинг", "Ростсельмаш" ОООсенче тата ытти предприятисенче туса кăларнă энергие перекетлекен ку чухнехи хăватлă техникăна курма пулчĕ. Нумаях пулмасть 20 миллион тенкĕлĕх туяннă, Канада çĕр-шывĕнче туса кăларнă "Версатиле-375" хăватлă трактора тата çĕнĕ йышши культиваторсене кунта пуçласа куртăмăр. Вĕсене пурне те уй-хире илсе тухма хатĕрлесе çитернĕ. Паян-ыранах "Агро-Союз" ака комплексне кỹрсе килмелле. Акционерсен хупă обществин директорĕ П.Скворцов семинар-канашлăва хутшăннисене ял хуçалăх предприятийĕнчи пĕтĕмĕшле лару-тăрупа, ял хуçалăх техникипе тивĕçтерекенсем хăватлă машинăсемпе паллаштарчĕç.

Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ С. Павлов малаллахи калаçура та ял хуçалăх производствинче машинăпа трактор паркĕ тĕп вырăн йышăннине палăртса каларĕ:

- Хăватлă техникăпа усă курмасăр продукци туса илессине тата унăн пахалăхне ỹстерме те пултараймăпăр, - терĕ вăл. Çакна та пытараймăн: сухалакан-акакан çĕре 100 гектар çĕр çине куçарса шутласан Чăваш Енри техника паркĕ, пĕтĕмĕшле илсен, çĕр-шывăн вăтам кăтартăвĕнчен каярах юлса пыни республикăри машинăпа трактор паркĕсем ватăлса пынине çирĕплетет. Ку чухне уйрăмах, "Прогресс" акционерсен хупă обществи пек ял хуçалăх предприятийĕсене республика шайĕнче пулăшма, малашнехи ĕçре хавхалантарса пыма сăлтав пур.

Республикăри ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансене Шупашкарти промышленноç тракторĕсен завочĕ "Агромаш-3000", "Агромаш-4000" маркăллă комбайнсем кăларма тытăнни те савăнтармалла. Агромаш бренчĕпе вырăнта кăларакан "уй-хир карапне" малашне тивĕçтермелли хакпа туянма пулĕ. Ют çĕр-шывра туса кăларнă комбайнсенчен нихăш енĕпе те кая мар вăл.

...Кỹршĕллĕ Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе - ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕпе И. Миннетуллинпа уйрăммăн калаçма тỹр килнипе усă курса унăн шухăш-кăмăлне пĕлме тăрăшрăм.

- Республикăри çур аки умĕнхи черетлĕ семинар-канашлăва "Прогресс" акционерсен хупă обществин никĕсĕ çинче ирттернине питех те тĕрĕс тесе шутлатăп. Мĕншĕн тесен Елчĕксенчен вĕренмелли нумай. Çавна май сирĕн патăрти паха ĕç опычĕпе паллашма манпа пĕрле тата районти 5 çамрăк ертỹçĕ хутшăнать.

Ĕçри ăнăçлăхăн 90 проценчĕ ертỹçĕрен килни кашни тĕслĕхре çирĕпленет. Ял хуçалăх предприятийĕсем, вĕсемпе пĕрле хресчен (фермер) хуçалăхĕсем те малалла аталанни Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, вырăнсенчи ертỹçĕсем ĕçе епле йĕркелесе пынинчен нумай килет, - терĕ вăл. Çĕмĕрле район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ А. Мостайкин та Елчĕксене ĕçчен, тăрăшуллă пулнăшăн хисепленине, хальхинче те вĕсен паха ĕç опычĕпе кăмăлтан паллашма хутшăннине палăртрĕ.

Светлана АРХИПОВА.

 

 
 


"Елчĕк Ен"
02 апреля 2014
09:19
Поделиться