Пысăк чун-чĕреллĕ мăшăр
Тĕрлĕ этем пурăнать çĕр çинче. Шухăш-кăмăлĕ те, характерĕ те кашнийĕн расна. Чун-чĕрипе пуян, кашни валли ăшă кăмăл тупма пултаракан çынсенчен чăннипех те тĕлĕнме пăрахмастăп. Ют ачасене çемьене илсе хăйсенни евĕр пăхакансем вара уйрăмах ырă ята тивĕç. Пысăк чунлă чăн-чăн çынсем вĕсем тесе калас килет манăн.
Кавалти Еленăпа Петр Анисимовсем 5 ача ỹстереççĕ. Виççĕшне - Надьăна, Сашăна, Алисăна хăйсем кун çути парнеленĕ вĕсем, иккĕшне вара - Мадинăпа Илюша усрава илнĕ. Петр Ильичăн аппăшĕн хĕрĕ пурнăçран сарăмсăр уйрăлсан икĕ ачана малтанах ача çуртне леçнĕ. Икĕ тăлăх ют вырăнта тăванĕсен пулăшăвĕсĕр тата хỹтлĕхĕсĕр ỹсни пирки час-часах шухăшланă хыççăн çемье пĕрле ларса канашланă та, вăхăта вăраха тăсмасăр Мадинăпа Илюша хăйсен çемйине илме тĕв тытнă. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ утăма тăвасси, теприн шăпине хăв çине илесси пĕрре те ансат мар паллах.
Анисимовсен аслă ывăлĕпе хĕрĕ хăйсен пурнăçри вырăнне тупнă тесен те йăнăш мар. Шкултан кĕмĕл медальпе вĕренсе тухнă Надя И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи медицина факультетĕнче пĕлỹ илнĕ, халĕ Шупашкарта тухтăр анестезиолог пулса ĕçлет, çемьеллĕ, мăшăрĕпе ывăл çитĕнтереççĕ. Саша ывăлĕ те çемьеллĕ. Шупашкарта инкассатор пулса ĕçлет, аслă шкулăн юридика факультетĕнче куçăмсăр майпа пĕлỹ илет. Кĕçĕнни Алиса Елчĕкре 8-мĕш класра вĕренет. Мадинăпа Илюш Кивĕ Эйпеç шкулĕнче 7-мĕш, 1-мĕш классенче ăс пухаççĕ. Вĕсем те вĕренỹре лайăх ĕлкĕрсе пыраççĕ.
Ашшĕ-амăшĕ ачисене спортпа туслă пулма хăнăхтарать. Мадинăпа Илюш хăйсем спортăн хăш тĕсне юратнине, мĕнле çитĕнỹсемпе палăрма ĕлкĕрнине пĕрне-пĕри пỹле-пỹле калама васкарĕç. Хĕр ача штанга, кире пуканĕ йăтма, Илюш вара çуран, йĕлтĕрпе чупма тата шашкăлла выляма кăмăллаççĕ иккен.
- Илюша, кăтартса пар-ха хăв мĕн пĕлнине, - тет ашшĕ ун çине ăшшăн пăхса. Вăр-варскер кĕске самантра темле хускану та тума ĕлкĕрчĕ.
- Мадина апат-çимĕç пĕçерме кăмăллать, - калаçăва хутшăнать Елена Вячеславовна. - Надя вара выльăхсене пăхать.
Картиш тулли выльăх çитĕнтереççĕ Анисимовсем. Пур вăйне хурса икĕ хутлă çурт хăпартнă çемье. "Комбайн" хуçалăхра тĕп агрономра тăрăшать Петр Ильич, Елена Вячеславовна Елчĕкре суту-илỹ ĕçĕнче вăй хурать. Çуллахи вăхăтра хăйсен çĕрĕ çинче тĕрлĕ пахча çимĕç çитĕнтереççĕ.
"Хамăрăн ачасене ĕçпе пиçĕхтерсе ỹстертĕмĕр. Халĕ Мадинăпа Илюшăна та ĕç çумне çыпăçтарса пыма тăрăшатпăр. Ĕçлесе çитĕннĕ ача ăслă-тăнлă пулать, çăкăр хакне туйма пĕлет", - тет ашшĕ-амăшĕ кăмăллăн.
Çемьере ăшăлăхпа ырăлăх хуçаланни тỹрех курăнчĕ. Илюшăпа Мадина ашшĕпе амăшĕ çумĕнчен хăпмаççĕ.
Çак туслă çемьере яланах туслăх хуçалантăр, ăшăлăх - ăшăлăхпа, ырăлăх - ырăлăхпа таврăнса пытăр.
Сăн ỹкерчĕкре: Петр Ильичпа Елена Вячеславовна ачисемпе, кинĕпе тата Руслан мăнукĕпе.