Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Вăхăт васкатать

Вăхăт васкатать

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче çурхи уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама мĕнле хатĕрленнине районти комиссипе тĕрĕслесси пуçланнă. Çак ĕçе район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ П.Тремасов ертсе пырать.

Яваплă ĕçе кашни çул тĕплĕн хатĕрленесси йĕркене кĕнĕ "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕнче малтанхи кун пулса куртăмăр. Ертỹçĕсемпе специалистсем, механизаторсем пĕрлехи вăйпа тимленипе пурнăçланă тĕслĕхлĕ ĕç-хĕл пирки хальхинче те хавхаланса каласа кăтартма сăлтав пур. Çĕре ĕçлесе хатĕрлекен тата тыр-пул акма хутшăнакан мĕн пур пек ял хуçалăх техникине хатĕррисен ретне лартнă. Механизаторсем юсанă сеялкăсене куç умĕнче ятарлă стенд çинче тĕрĕслесе кăтартрĕç. Вĕсене пурне те тĕплĕн юсаса çитернине, кăлтăксăр ĕçленине курса ĕнентĕмĕр. Çунтармалли-сĕрмелли материалсене çителĕклĕ таран туяннă, кирлинчен икĕ хута яхăн ытларах акма хатĕрленĕ 3000 центнера яхăн вăрлăх пĕтĕмпех ака кондицине тивĕçнĕ. Михаил Петров, Валерий Сергеев, Вениамин Иванов, Валерий Иванов механизаторсем хăйсен ĕçĕпе кăмăллă, черетлĕ акана яланхи пекех хавхалануллă кăмăл-туйăмпа тухма хатĕр пулнине палăртрĕç.

Ял хуçалăх предприятийĕнче акăнакан лаптăксенчи пусă çаврăнăшне агротехника хушнă пек йĕркелесе пыраççĕ. Хальхи вăхăтра усă куракан пĕтĕмĕшле лаптăкăн 31 процентне нумай çул ỹсекен курăксем йышăнаççĕ. 3 çул усă курнă хыççăн ăна пăсса сухалаççĕ. Нумай çул ỹсекен курăксене кăçал 150 гектар, 3 хут ытларах лаптăкра - пурĕ 60 гектар пăрçа акма шутланă. Сăмах май, черетлĕ çур акири ĕç планĕпе килĕшỹллĕн районĕпе 1000 гектартан кая мар пăрçа акса хăварма палăртнă. Минераллă удобренисем ытла хакланса кайнă вăхăтра çĕр пулăхне ỹстерме пулăшакан, выльăх-чĕрлĕхшĕн усăллă, белокпа пуян çак культурăна "Сатурн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче те 60 гектар акмалăх çĕнĕ вăрлăх туяннă. Тулă вăрлăхĕ те пĕтĕмпех элита репродукцири. "Симбирцит" сорта пурĕ 60 тонна кỹрсе килнĕ. Урпан "Дударь" сортне те кирлĕ таран хатĕрленĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 523 гектар пулмалла. Ял хуçалăх предприятийĕнче ака ĕçĕсене пурнăçлама хутшăнакан ял хуçалăх техникине кĕркуннерен, çанталăк сивĕтиччен юсаса хатĕррисен ретне лартасси йăлана кĕнĕ. Халĕ шухăшĕ сахалрах - ĕçе ытти çын килсе туса панăнах туйăнать. Кĕрхи культурăсемпе нумай çул ỹсекен курăксене апатлантарма тата кĕрхи çĕртме тунă лаптăксене сỹрелеме 3 агрегат хутшăнмалла. Владимир Кукурузовпа Владислав Квасов агрегачĕсене тĕш тырă культурисене акма çирĕплетнĕ. Ĕçе малтан шутланă пек кал-кал йĕркелесе пыма май килсен механизаторсем ака ĕçĕсене 6 кунра вĕçлеме шантараççĕ.

Иртнĕ çулсенчен тытăнсах çĕр улми туса илессипе тимлекен, çанталăк условийĕ мĕнле пулнине пăхмасăр унран кирлĕ чухлĕ тухăç пухса кĕртекен "Клевер" ОООра кăçал "иккĕмĕш çăкăра" 100 гектар, "Нива" агрофирма" ОООра 130 гектар çинче лартса хăварма палăртаççĕ. Курнавăшри Н.Гладков фермер (хресчен) хуçалăхĕнче 20 гектар пахча çимĕç акаççĕ.

15-20 çул каяллахипе танлаштарсан, ял хуçалăх предприятийĕсенчи ĕç условийĕсем лайăхланса пыни, ĕç тухăçлăхĕ те нумай хутчен ỹсни куç умĕнче. Ĕçлемелли вăхăчĕ тухнă ял хуçалăх техникин 70-80 процентне ун чухне механизаторсем хăйсен чăтăмлăхне тата тăрăшулăхне пула "чун" кĕртсе уй-хире илсе тухнă пулсан хальхи лару-тăру пачах урăхла. Районти техника паркĕ çулсерен çĕнĕ йышши ял хуçалăх машинисемпе пуянланса пырать. Эпир пулса курнă "Нива" агрофирма" ОООра та иртнĕ çул анчах АКРОС-540 йышши комбайн туяннă, çĕнĕ йышши сеялкăсемпе, ют çĕр-шывра туса кăларнă удобрени сапакан ятарлă агрегатпа, "Колос" ял хуçалăх производство кооперативĕнче çĕре ĕçлесе хатĕрленĕ çĕрте универсаллă агрегатпа (çĕре кăпкалатать, акать, пусăрăнтарать) тухăçлă усă кураççĕ. "Клевер" ОООри техника паркĕ те пуян. "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕнче нумаях пулмасть КУСТО-10,8 йышши культиватор, "Сатурн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче СТЗ-3 сеялка, "Урожай" ОООра КБМ-8,0 культиватор кỹрсе килнĕ. Хăйсем тĕллĕн ĕçлекен хресчен (фермер) хуçалăхĕсем те çĕнĕ техника туянма вăй çитереççĕ. Анатри Тимешри Сергей Петров тĕрлĕ майсемпе усă курса çĕнĕ тракторпа комбайн, Ирина Соловьева трактор туянма пултарнă.

Тăрăм тата Курнавăш ял тăрăхĕсен территорийĕсенче вырнаçнă ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче ака ĕçĕсене кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа ирттерсе ярассине тĕп вырăна хураççĕ. Çак вăхăтчен тăрса юлнă кашни самантпа туллин усă кураççĕ: "Клевер" ОООри механизаторсем, акă, пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче районти тĕп больницăра медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма хатĕрленеççĕ.

Çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе минераллă удобренисем кỹрсе килеççĕ. "Нива" агрофирма" ОООра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсене ака кондицине çитерессипе пикенсе тимлемелле. Комисси членĕсем çакăн пирки асăрхаттарса каланине вырăнти специалистсем тивĕçлипе хакласса шанатпăр.

Светлана АРХИПОВА



"Елчĕк Ен"
19 марта 2014
09:13
Поделиться