Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тăрăмри "Алмантай" фольклор ушкăнĕ хăйĕн пултарулăхне куракансене час-часах кăтартма тăрăшать.

Тăрăмри "Алмантай" фольклор ушкăнĕ хăйĕн пултарулăхне куракансене час-часах кăтартма тăрăшать.

Чăваш тумĕ тăван халăх культури сĕм авалтан йĕркеленсе аталаннине кăтартать. Ỹнер тата илем курăмне, кăмăл-сипет философи тытăмне, çынпа çут çанталăк тĕввине çутатать çи-пуç.

Халăх костюмĕ паян та наци паллин чи витĕмлĕ сăнарлăхĕ. Чуна илĕртекенни, çывăххи - ал ĕç искусствин тĕрлĕ мелĕсемпе пĕлсе усă курни: тĕрĕ, эрешлĕ тĕртни, вĕт шăрçапа тата укçа-тенкĕпе капăрлатни.

Тăрăмри культурăпа информаци центрĕн директорĕ Е.Каширина хушпу, тухья тума вĕренес тесе Шупашкарти ăстасем патĕнче пулчĕ. Унтан хамăр патăмăрта кружок йĕркелерĕ. Фольклор ушкăнне çỹрекенсем пурте çак ĕçе алла илчĕç. Пултаруллă хĕрарăмсем çак çи-пуçа хатĕрлеме кружока çỹрекен ачасене те хăнăхтараççĕ.

Чăваш çи-пуçне тăхăннă хĕрарăм пуринчен те капăртарах тата хитререх. Наци тумĕ халăх кун-çулĕн тĕкĕрĕ кăна мар, халăх мухтавĕпе чапĕ те. Паян çакна шкул ачисем те лайăх ăнланаççĕ.

Юлашки вăхăтра чăваш тумĕ çынсене ытларах илĕртме тытăнни куç кĕрет. Чăваш эстрада çăлтăрĕсем те сцена çине чăваш тĕрриллĕ çи-пуçпа тухаççĕ. Наци костюмĕ халăх мухтавĕпе чапĕ пулнине пурте асра тытар.

В.ЗАХАРОВ.



"Елчĕк Ен"
29 января 2014
07:43
Поделиться