Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Спорт уявĕ иртрĕ

Лаш Таяпара пĕр тăван Владимир тата Петр Сметанинсене аса илсе спорт вăййисем иртрĕç.

Владимир Дмитриевич шыв айĕн çỹрекен кимĕ командирĕн пулăшаканĕ, десант карапĕн командирĕ пулнă. Çар службинчен таврăнсан хăйĕн пĕлĕвне тата опытне ачасене панă. Петр Дмитриевич ялта пурăннă май, хăйĕн пурнăçне спортпа çыхăнтарнă: ял тата район чысне республикăра хỹтĕленĕ, çамрăксене ăсталăха туптама пулăшнă, ăмăртусем йĕркеленĕ. Ылтăн алăлăскер, ял çыннисене çуртсем тума, шкулпа культура çуртне капăрлатма пулăшнă. П.Теренинпа пĕрле ялти тăван тавралăх çуртне йĕркеленĕ.

Спорт уявне чаплă самантра уçнă май, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ А.Князев, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Л.Левый, Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Ермакова, В.Меметов уйрăм предприниматель, спорт ветеранĕ А.Кондратьев саламларĕç, ăнăçу сунчĕç.

Уявăн программи анлă пулчĕ. Йĕлтĕрпе чупассипе Аслă Елчĕксем, Кĕçĕн Таяпасем, Шăмалаксем палăрчĕç. Кире пуканĕ йăтассипе Лаш Таяпасене çитекенсем пулмарĕç.

Шашкăлла вылякансене Шупашкартан килнĕ спорт мастерĕн кандидачĕ Д.Леонидов тĕлĕнтерчĕ. Пĕр харăс 15 шашистпа тупăшрĕ Данил, кашнинех çĕнтерчĕ.

Спорт уявне хутшăннисене вĕри апатпа сăйларĕç, призсемпе грамотăсемпе парса чысларĕç.

Спонсорсене - А.Князева, В.Меметова, А.Григорьева, В.Егорова, С.Михеева, А.Ильина, А.Иванова, В.Маркова тав сăмахĕ калаççĕ. Уява ирттерсе яма культура, медицина ĕçченĕсем, Лаш Таяпа шкулĕнче вĕрентекенсем пысăк пулăшу пачĕç.



"Елчĕк Ен"
22 января 2014
10:23
Поделиться