Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Вĕренекенсем харсăр

11 января 2014 г.

 

Шкулсем хĕллехи кану тапхăрĕнче те ачасен хаваслă сассисенчен татăлман.

Тăрăм шкулĕнче вĕренекенсем валли "Юр пĕрчи" сывату лагерĕ ĕçленĕ. Вĕренекенсем йĕлтĕрпе тата конькипе ярăнса сывлăха çирĕплетнисĕр пуçне тĕрлĕ вăйăсем вылянă, шашка-шахмат турнирĕсене хутшăннă.

Кивĕ Эйпеç шкулĕнче ăс пухакансем вара В.Марков ертсе пыракан йывăр атлетика секцине çỹренĕ. Шкулта çавăн пекех теннис тата шашка вăййисен, йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕсене йĕркеленĕ, тĕрлĕ предметпа кружоксем ĕçленĕ. Ỹкерме кăмăллакансем "Çĕнĕ çул - хăнара" ỹкерчĕксен конкурсĕнче тупăшнă.

Çĕнĕ Пăва шкулĕнчи вĕренекенсем пушă вăхăта "Энигма" ташă кружокĕнче ирттернĕ. Район шайĕнчи ташă конкурсĕсенче призлă вырăнсене йышăнма пултарнăскерсем, çĕнĕ ташă композицийĕсене хаваспах вĕреннĕ.



13 января 2014
14:44
Поделиться