Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Сĕтрен - пысăк тупăш

11 января 2014 г.

 

"Победа" сахал яваплă юлташлăхăн Аслă Пăла Тимешри ĕне фермин коллективĕнче тăрăшакансем иртнĕ çул кашни ĕнерен 7085 килограмм сĕт сунă. Тупăшăн ытларах пайĕ те сĕт туса илнинчен пырса кĕнĕ.

Унăн сутлăх хакĕ палăрмалла ытларах пулнăран продукци "шурă ылтăнпа" танлашрĕ. Çавна май ăна малашне пĕчĕк тăкаксемпе тата ытларах туса илме кирли куç кĕрет. Çитĕнỹсем ыт ахальтен килмеççĕ, "Победа" хуçалăхра тăрăшакансенчен вĕренмелли, вĕсен паха ĕç ăсталăхне алла илмелли вара нумай. Мĕншĕн тесен кунта кашни çул çанталăк условийĕсене пăхмасăр тулли апат никĕсĕ хывса хăвараççĕ анчах мар, хатĕрленĕ апатăн пахалăхĕ те пысăк. Зоотехника, ветеринари требованийĕсене туллин пурнăçласа пыни, хĕлĕн-çăвĕн ĕнесене куллен 3 хутчен суни те кирлĕ шайри продукци туса илме май парать.

Хальхи вăхăтра ĕçлесе хатĕрлекен предприятисене 1 килограмм сĕте вăтамран 21 тенкĕпе сутни, чăннипех, хавхалану кỹрет. Кунта мăйракаллă шултăра выльăхсен пĕтĕмĕшле хисепне кĕске вăхăтра 800 пуçа çитернĕ, сăвăнакан ĕнесем 230 пуç шутланаççĕ.

Сĕт туса илесси анчах мар, ĕне выльăхсене ỹт хуштарассин кăтартăвĕсем те курăмлă. Людмила Портнова самăртакан мăйракаллă шултăра выльăхсем, акă, пĕр талăкра 1100-шер грамм, Маргарита Курицынăна çирĕплетсе панă çамрăк пăрусем 800-шер грамран кая мар ỹт хушнă.

С.АНАТОЛЬЕВА.



13 января 2014
14:47
Поделиться