Анне пурри - телей
Елчĕкри искусство шкулĕн акт залĕнче Амăшĕн кунне халалласа "Чĕрери çичĕ калавăм хĕрарăм çинчен" уяв иртрĕ. Ăна район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ А.Александрова ертсе пычĕ. Сумлă хăнасем хушшинче Чăваш Республикин юстици министрĕн çумĕ Г.Чернова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев, район пуçлăхĕ Р.Молодова пулчĕç, амăшĕсене саламласа ăшă сăмахсем нумай каларĕç.
Уяв хăйне евĕрлĕхĕпе савăнтарчĕ. Пирĕн паллă ентешĕмĕр, Аслă Елчĕкре çуралса ỹснĕ Геннадий Никандрович Волков этнопедагог, академик аса илĕвĕсене, ун çинчен паллă çынсем каланă сăмахсене пухса Лидия Филиппова журналист "Пророк земли чувашской" кĕнеке кăларчĕ. Ертсе пыракан аннесен кунĕнче паллă ăсчахăн "Чĕрери çичĕ калавăм хĕрарăм çинчен" çырнă çичĕ хайлавĕпе паллаштарса пычĕ. Ыт ахальтен мар, паллах. Г.Волков амăшне, асламăшне - пĕр сăмахпа хĕрарăма - хаклама пĕлнĕренех тĕнче шайĕнче палăрнă. Амăшĕ вăл - пурнăç пуçламăшĕ, аталанăвĕ.
Патшалăх та амăшĕпе ача сывлăхне сыхлассине, çемье институтне аталантарассине, ача çураласлăха ỹстерессине тĕп çул-йĕр вырăнне хурать. Çавăнпах нумай ачаллă çемьесене май килнĕ таран пулăшма тăрăшать. Республикăра нумай ачаллă çемьесене Раççейри амăшĕн (çемье) капиталĕ çумне хушса тата 100 пин тенкĕ, виçĕ ачаллă çемьесене çурт-йĕр тума е хушма хуçалăха аталантарма çĕр пани ырă пулăм.
Кăçал районти амăшĕсен 100-мĕш сертификатне Хăвăлçырмари Алина Кузьмина тивĕçрĕ. Вăл юпа уйăхĕнче виççĕмĕш тĕпренчĕкне алла илнĕ. Кавалти Любовь Изратовăпа Çĕнĕ Пăвари Галина Курчина та сертификатлă пулчĕç.
Елчĕкри Алексейпе Людмила Немцевсем хушма хуçалăх ĕрчетме паракан çĕрĕн сертификатне тивĕçрĕç.
Яманчỹрелти Красновсене вара кăçалхи уяв калама çук пысăк савăнăç кỹчĕ. Вĕсем Елчĕкри виçĕ пỹлĕмлĕ хваттерĕн хуçисем пулса тăчĕç. Пилĕк ача çуратнă Наталья Николаевнăпа Владимир Николаевич. Аслă хĕрĕ хăй ачаллă ĕнтĕ. Кĕçĕнни вара килте. Пилĕк ача амăшĕ фермăра пăру пăхать. Кил хуçи Тутарстанри Пăва хулинче тăрăшать.
- Патшалăх нумай ачаллă çемьесемшĕн чăннипех тăрăшать. Эпир патшалăха шанса çуратман вĕсене, çапах питĕ кăмăллă, - тет савăнăçне пытарайман мăшăр.
Уявра районта тĕрлĕ ĕçре палăрнă амăшĕсем, хăйсен ачисене кăна мар, юттисене те хăйсен чĕпписем пек юратса, пăхса çитĕнтерекен çепĕç аннесем, иккĕмĕш е виççĕмĕш хут анне пулма хатĕрленекенсем чылаййăн пуçтарăннă. Акă, Кавалти Е.Анисимова, Тăрмăшри Л.Осипова хăйсен тĕпренчĕкĕсене пурнăç çулĕ çине кăларнипе çеç мар, ют ачасене (вĕсене вĕсем халĕ нимĕнле те ют тесе калаймаççĕ) ура çине тăратса çĕр-шыва усăллă çынсем туса çитĕнтерес тесе тăрăшса вăй-халне те, ăшă кăмăлне те шеллемеççĕ. Çумра анне пурри чăннипех те телей. Вĕсем пурăннă чухне пирĕн кашнийĕн хаклама пĕлесчĕ те çакна.
Районти ачасен правине хỹтĕлекен уполномоченнăй Г.Уфукова, чылай çул хушши районти ачасен сывлăхĕшĕн тăрăшнă В.Лазарева тухтăр, 35 çул ача çураттаракан уйрăмра вăй хунă Г.Князева амăшĕсене ырă сунса каламаллисем чылай. Районти хĕрарăм руководительте нумай çул тăрăшнă, районти хĕрарăмсен советне чылай çул ертсе пынă К.Леонтьева, Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н.Ильина, ачасене воспитанипе пĕлỹ панă çĕрте ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă С.Терентьева, З.Портнова та калаçрĕç. Амăшĕн тивĕçне чыслăн пурнăçлакан хастарсем анне çинчен сăвăсем вуласа пачĕç.
Çĕнĕ Эйпеçри Мустаевсем те уяв кĕрекине илем кỹчĕç. Валентина Яковлевна çичĕ ача çитĕнтернĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен "Слава" колхозра вăй хунă. Ĕç ветеранĕ. Олег ывăлĕ - паллă тележурналист, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Ульяновск облаçĕнчи "Эткер" ыр кăмăллăх фончĕн президенчĕ. Елена мăшăрĕ Ульяновск облаçĕнчи "Канаш" хаçатăн пай ертỹçи, "Аннесене каçараççĕ" кĕнеке авторĕ. Çемье, юрату, пурнăç пирки çырнă кĕнеке пирки автор ăшă сăмахсене тивĕçрĕ.
Хăнасене Елчĕкри, Лаш Таяпари культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем, Елчĕкри искусство шкулĕн преподавателĕсем, шкул ачисем илемлĕ сăвă-юрăпа саламларĕç. Фойере "Манăн анне тĕнчере чи лайăххи" ятлă сăн ỹкерчĕксен куравĕпе паллашма май пулчĕ.
Юлашкинчен халăха социаллă хỹтлĕх паракан пай начальникĕ И.Аникина хăнасене уява хутшăннăшăн тав турĕ.
В.СМИРНОВА.