Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Перекет банкне халăх шанать

Ĕнер Раççей Перекет банкĕнче ĕçлекенсем хăйсен професси уявне паллă турĕç. Вĕсене саламлатпăр, ăнăçу, çирĕп сывлăх, телей сунатпăр. Пирĕн корреспондент Раççей Перекет банкĕн Чăваш Республикинчи 8613 уйрăмĕн Елчĕкри 8613Ỹ0457 хушма офисĕн ертỹçипе Алексей Федорович Шадриковпа тĕл пулнă, ĕç-хĕлпе паллаштарма ыйтнă.

- Халĕ республикăра Раççей Перекет банкĕн 229 офисĕ ĕçлет. Пирĕн районта, хушма офиссĕр пуçне, тата 7 филиал пур - Лаш Таяпара, Шăмалакра, Аслă Пăла Тимешĕнче, Тăрăмра, Курнавăшра, Çирĕклĕ Шăхалĕнче, Кĕçĕн Таяпара, - палăртрĕ Алексей Федорович. - Вĕсем çынсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерес енĕпе тăрăшаççĕ, предприятисемпе организацисене малалла аталантарас енĕпе кредитсем, ытти пулăшусем параççĕ.

- Алексей Федорович, Перекет банкĕ халăха укçа-тенкĕ питĕ кирлĕ чухне пысăк пулăшу панине туятпăр, сисетпĕр. Çапах та, мĕнле пулăшусем? Çакна тепĕр хут аса илтерсен питĕ лайăхчĕ...

- Тĕрлĕрен вĕсем. Енчен те çын ĕçлесе илнĕ укçине, пенсине Перекет банкĕнче упрас тесен, перекет кĕнекине уçатпăр. Çавăн пекех тĕрлĕрен карттăсем паратпăр, коммуналлă пулăшусемшĕн, ытти тĕрлĕ тỹлевсене, налуксене йышăнатпăр. Паллах, халăха укçа-тенкĕ енчен пулăшу парасси тĕп вырăнта. Çурт-йĕр çавăрма е автомашина, пурнăçра кирлĕ тĕрлĕ таварсене туянма кредит уйăрса пулăшма яланах хатĕр.

Юлашки вăхăтра аталану çулĕ çине тăракан вак бизнеса та кредит уйăрасси тĕп тивĕçсенчен пĕри тесе шутлатпăр. Акă, оборудовани туянма клиентсем "Экспресс-актив" кредита кăмăллаççĕ. Кăçал "Перекет банкĕ - Бизнес онл@йн" тытăмпа усă куракансен йышĕ те ỹссе пырать.

- Уйрăм çынсем хăйсен хуçалăхне аталантарма укçа-тенкĕ илесси мĕнле шайра?

- ЛПХ кредитне хушма офисра уйăхсерен 50-60 çемье илет. Кунта 12-13 миллион тенкĕ тăкакланать. Ял çыннисене паракан кредитсен проценчĕсене субсидилеме укçа çителĕклĕ уйăрас ыйтăва федераци шайĕнче татса парас енĕпе Перекет банкĕн ертỹçисем малалла та ĕçлеççĕ.

- Перекет банкĕн ĕçченĕсен кредитсем панă чухне сахал мар хут хатĕрлеме тивет. Йывăрлăхсенчен мĕнле майпа тухатăр?

- Йывăрлăхсем пур-ха ĕнтĕ. Çапах та ĕçченсем алă усмаççĕ - çынсене пулăшма тăрăшаççĕ. Кашниех пирĕн патран лайăх кăмăлпа тухса кайччăр. Хальхи вăхăтра электронлă оборудованипе анлăн усă куратпăр.

Професси уявĕ иртрĕ пулин те, кашни ĕçлекенех тав сăмахне тивĕç. Нумаях пулмасть тивĕçлĕ канăва тухнă, уйрăм çынсемпе ĕçлекен ертсе пыракан специалиста Валентина Тимофеевăна палăртасшăн. Вăл 2002 çултанпа Перекет банкĕн тытăмĕнче тăрăшать. Малашне те Валентина Петровнăна хăйĕн пултарулăхĕпе палăрма сунатăп.

Перекет банкĕ аталанма, пурăнма малашне те пулăшĕ.

А.КАРЛИН калаçнă.



"Елчĕк Ен"
14 ноября 2013
14:38
Поделиться