"Тав" тав тăвать
"АСК-Яльчики" ОООра уй-хиртен пухса кĕртнĕ çĕр улмине тирпейлесе вырнаçтарассин юлашки ĕçĕсене пурнăçлаççĕ.
Кĕркунне пĕр ырă кун-çĕр пулманран "иккĕмĕш çăкăра" пухса кĕртесси тăсăлса кайрĕ. Йĕпе-сапара кăларнă çĕр улми пылчăклă пулчĕ. Çавна май ăна Кỹлпуç ялĕнчи пысăк ангара типĕтсе суйлама леçнĕ. Хальхи вăхăтра пысăк ушкăн (50-а яхăн çын) шăпах кунта çĕр улмине суйласа тасатассипе тимлет. "АСК-Яльчики" ООО пĕр харăс çакăн чухлĕ çынна ĕç вырăнĕ тупса панине тата вĕсене тивĕçлĕ ĕç укçи тỹлеме пултарнине те тивĕçлипе хакламалла. Кулленхи ĕçе Хăвăлçырмапа Кỹлпуç ялĕсенче пурăнакансем анчах мар, Тĕмерпе Кĕçĕн Таяпа çыннисем те хастар хутшăнаççĕ. Ют ялсене килĕсене кашни кун автобуспа кайса илеççĕ, каялла леçсе те яраççĕ.
Шултăра çĕр улмине - сутма, вакăраххисене вăрлăх валли хатĕрлеççĕ. Ăна туянма таçтан та - Чĕмпĕр облаçĕнчен, Тутарстан Республикинчен пысăк прицеплă автомашинăсем килсе анчах тăраççĕ. Кунта иртен пуçласа мĕн каç пуличчен те ĕçлĕ шăв-шав лăпланмасть. Çĕр улмине виçнĕ тата тиенĕ çĕрте производство заведующийĕ пулма В.Краснова çирĕплетнĕ.
"АСК-Яльчики" ОООра "иккĕмĕш çăкăра" кăçал 170 гектар çинче çитĕнтернĕ. Ăна туса илессинче агротехника мелĕсемпе пĕлсе усă курнăран тата лаптăкăн ытларах пайне çу каçипех шăварса тăнăран, çанталăк условийĕсене кура мар тухăçлă çĕр улми çитĕннĕ. Кашни гектар пуçне шутласан - 223 центнер. Иртнĕ çулсенче унăн лаптăкĕ ытларах пулнă, тухăç вара 360 центнертан та иртнĕ.
Çулла шăрăх çунтарчĕ пулсан, шăпах çĕр улми кăлармалли вăхăтра çанталăк çумăра кайрĕ. Анасем çине техникăпа пырса кĕме те пулмарĕ. Çĕр улми шăнса пăсăлас хăрушлăх та тухса тăчĕ. Агрофирма ертỹçисем ирĕксĕрех таврари ял халăхне уй-хирти пуянлăха алă вăйĕпе кăларма тухма ыйтрĕç.
Тухăçлă çĕр улми çитĕнтерес ĕçре шыв сапакан насуса ĕçлеттерекен А.Шкапов оператор, Т-150 тракторпа тăрăшакан Г.Парамонов, П.Яшин водитель уйрăмах тăрăшуллă пулнă. Вĕсем кану кунĕсенче те уйран кĕме пĕлмен, хăйсене шанса панă техникăсене кăлтăксăр ĕçлеттерме те пултарнă. Агрофирма ертỹçисем, пĕрле ĕçленисем вĕсен ячĕсене ырăпа палăртаççĕ. Йĕпе-сапана, кĕрхи сивĕ çилсене пăхмасăр М.Солина, А.Максимова, Г.Перепелкина, И.Шкапова, О.Парамонова çĕр улми кăларакан комбайнсем çинче сортировщицăсем пулса тăрăшнă. Хальхи вăхăтра вĕсем пурте ангарта, çĕр улмине тепĕр хут суйланă çĕрте тимлеççĕ. В.Яшин, В.Савинов, В.Охотин, А.Прокопьев, О.Маленький, А.Егоров водительсем хăйсен килĕсенчи автомашинисемпе çĕр улмине хиртен турттарма пулăшнă.