Л. Л. Егорова: Хамăр ачасемшĕн хамăрăнах явап тытмалла
Лаш Таяпа тăрăхĕнчи пурăнакансенчен пĕрин килĕнче пушар тухсан вут-кăвара сỹнтерекенсем те, ытти халăх та хытă пăлханса ỹкрĕç: çуртра çамрăк ача тăрса юлнă...
- Анчах, темле тăрăшни-хыпаланни те тинтерех кăна аталанма пуçланă чуна хăтарса хăварма май памарĕ - вăл питех те хытă нушаланса вилчĕ, - халь кăна пулнă инкек пек час-часах аса илеççĕ çав таврара пурăнакансем.
- Çав нихăçан тỹрлетме май çук инкекĕн тĕп сăлтавĕ пĕрре - ашшĕ-амăшĕ час-часах эрех ĕçни, çавна пулах ачисене йĕркеллĕ пăхайманни, - çирĕппĕнех пĕлтерет Шалти ĕçсен министерствин "Комсомольский" уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторĕ, полици капитанĕ Л. Егорова.
- Анчах çав хăрушă инкек те ĕçке юратакансене урă пурнăç çулĕ çине кăлараймарĕ, - малалла каласа парать Людмила Леонидовна. - Ачан ашшĕ-амăшĕ кĕçех пĕр-пĕринчен уйрăлчĕç. Çемье арканчĕ. Юлашкинчен суд пушар вăхăтĕнче шкулта пулнăран çеç сывă юлнă иккĕмĕш ывăлне хăйпе илсе юлнă амăшне ачинчен уйăрчĕ, амăш прависĕр хăварчĕ...
Сисетĕп, вулакансенчен чылайăшĕ çỹçенсе илчĕ ĕнтĕ, вĕсен чунĕнче хĕрхенỹ туйăмĕ вăркама пуçларĕ. Чылайăшĕн ашшĕ-амăшĕ пур çĕртех хăр тăлăха тăрса юлнă ачана мĕнпе те пулин пулăшас тĕллев те çуралчĕ пулĕ.
Кĕскен калаçуçă çинчен. Л.Л. Егорова çамрăк чухнех йĕркелĕхе, таса та тỹрĕ пурнăçа юратнă. Аслă пĕлỹ илсен 9 çул Шалти ĕçсен министерствин Елчĕк районĕнчи уйрăмĕнче паспортпа виза службинче тăрăшнă. Халĕ, акă, саккăрмĕш çул çул çитменнисемпе ĕçлекен инспектор тивĕçĕсене ăнăçлăн пурнăçласа пырать. Опычĕ çителĕклех. Званипе те капитана çитиех çĕкленнĕ.
- Эпир хăйне йĕркеллĕ тытман, тĕпрен илсен ĕçкĕ енне сулăннă 18 ачапа çамрăка шута илнĕ. Шăпах çавăн чухлĕ çемье шанчăксăррисен хисепĕнче, - тет Людмила Леонидовна. - Çак пĕр хисеплĕх мĕнрен килни пирки те пĕлтерем: шанчăксăр е иккĕленỹ çуратакан ачасем пурте пехех "лайăх мар" ята тивĕçнĕ çемьесенчен. Çавна май, пирĕн çул çитменнисемпе ĕçленĕ чухне ирĕксĕрех вĕсен ашшĕ-амăшĕпе, тепĕр чухне тăванĕсемпе те çыхăнма тивет.
- Пĕрлехи ăнăçлăх мĕнрен килет?
- Чылай çамрăкпа, вĕсем йăнăш çул çине пуссанах, урăхла каласан, маларах, çийĕнчех ĕçлеме тытăнсан тĕллеве пурнăçлатăнах. Акă, пĕррехинче район центрĕнчен аякри ялтан килнĕ ултă çамрăка автовокзал çывăхĕнчех сăра ĕçнине асăрхама тиврĕ. Пурте "Пĕрлехи экзамена ăнăçлă тытнă ятпа ĕçес терĕмĕр" тесе ăнлантарчĕç полици уйрăмĕнче. Ачисем йĕркеллĕ, лайăх вĕренекенсем пулнăран ĕçе асăрхаттарнипе, анчах обществăлла вырăнта алкоголь ĕçнĕшĕн ашшĕ-амăшĕсене штрафлама май пурри çинчен каласа ăнлантартăмăр. Халĕ çав яла кашни каймассеренех вĕсем çинчен ыйтатăп. Улттăшĕ те хулара вĕренеççĕ. Ялне кашни канмалли кунах таврăнаççĕ-мĕн. Анчах тус-юлташĕсем те, аслисем те вĕсем пирки ырăпа кăна каласа параççĕ. "Эрех-сăрапа туслă мар", - илтетпĕр пуринчен те.
- Тỹрех калăпăр, пĕр шуса кайсан тỹрленсе тăма йывăр, Çакăнта мĕнле сăлтавсем куратăр эсир?
- Чылайăшĕ хăйсен ачисене урă пурнăç йĕркин витĕмлĕхне кỹрес тесе тăрăшманни. Явапсăрлăх. Тĕслĕхне те илсе пама пулать. Юлашки тапхăрта кăна Çирĕклĕ Шăхаль, Аслă Пăла Тимеш, Лаш Таяпа тăрăхĕсенчи пĕрер сутуçă çул çитмен ачасенех эрех тыттарнине тупса палăртрăмăр. Сутакана, йĕркене пăснине пĕлет пулсан та, тупăш кирлĕ, паллах. Анчах çакă çамрăка ĕçке вĕрентнипе танах. Юрĕ, вăл эреххине пĕлмен çамрăка пачĕ, тейĕпĕр. Анчах лавккаран тухсан туянакан ача çав хаяр шĕвеке унăн ывăлĕпе е хĕрĕпех ĕçме те пултарать вĕт. Апла пулсан çак преступлени саккуна пăснăшăн 30 пин тенкĕ штраф тỹленинчен те хăрушăрах.
Килте эрех-ханша юхтарнинче те çав сĕмех . Пĕр ялти çемьере флягипех хурса лартаççĕ пракана. Анчах йĕркеллех хупламан пулнă-ши? Килте улах пулнипе усă курса çул çитмен икĕ ачи хăватлă ăслана курки-куркипе ĕçнĕ... Больницăра кăна тăна кĕртеççĕ мĕскĕнсене.
"Кăтартуллă" ĕçкĕ те çамрăксене тỹнтерле витĕм кỹрет. Халĕ хĕрарăмсемех лавккасенче ятарласа вырнаçтарнă сĕтел-пукан хушшине ларсах ĕçеççĕ. Пĕрисем - пенси илнĕ, теприсем - упăшкисене укçа тума аякка кăларса янă ятпа. Пĕрре те килĕшỹллĕ мар вĕт. Шавласа-кĕрлесе ларакан йыш тĕлне лавккана ача-пăчапа çамрăк та, çав шутра ĕçекеннисен хăйсен ывăл-хĕрĕ те кĕрсе тухма пултарать.
Çакна палăртни вырăнлă: юлашки çулсенче ача-пăчапа çамрăксене ырă мар йăларан пăрас тесе сахал мар ĕçлетпĕр. Тинех ачасене пурне те тенĕ пекех садиксене вырнаçтарма пулать. Спорт площадкисемпе ятарлă çурт тата "Улăп" спорт керменĕ мĕне тăраççĕ. Çуллахи каникулсенче ачасенчен чылайăшĕ сывлăх лагерĕсемпе кану вырăнĕсенче пулаççĕ. Анчах ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕнчен ытларах ырă витĕм кỹрекенни çук пулĕ. Пурне та çакна асра тытма сĕнес килет. Ачасем хамăрăн пулсан - вĕсемшĕн явапли те ХАМĂРАХ!
- Ырă калаçушăн пысăк тав сире, Людмила Леонидовна!
Анатолий ТИМОФЕЕВ.