Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Субботника - пысăк йышпа

 "Сделаем вместе!" экологи юхăмĕпе "Экология России" проект, "Народное большинство России" тата "Единая Россия" партин социаллă платформи тавралăха тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе çĕр-шывĕпех массăллă субботниксем йĕркеленине пирĕн районти ĕç организацийĕсенче тăрăшакансем, вĕсемпе пĕрле уйрăм çынсем те хапăлласа йышăннă. Çавна май вĕсем пурте пĕр çын пек пулса тавралăха тирпей-илем кĕртме, çу каçипе пухăннă ăпăр-тапăра пуçтарса тирпейлеме хутшăннă.

Организацисемпе предприятисенче тăрăшакансем те, ял тăрăхĕсен администрацийĕсемпе шкулсем те экологи субботникне хастар хутшăннă. Тавралăха тирпей-илем кĕртес енĕпе республикăри конкурссене хутшăннă, пĕр хутчен анчах мар малти вырăнсене йышăннă Елчĕк ял тăрăхĕнчи кашни ялта субботник йĕркелесе ирттернĕ. Район администрацийĕн ĕçченĕсем те яланхи пекех пуçаруллă пулнă. Вĕсем канмалли вырăнсене - Хурăнвар пĕви çывăхĕнчи вырăнсене тата Таяпа Энтри ялĕ çывăхĕнчи сад территорине тирпей-илем кĕртнĕ. Ун хыççăн Кĕçĕн Пăла тата Таяпинка юхан-шывĕсен çывăхĕнчи вар-çырмасенчи ăпăр-тапăра тасатнă, вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăк йĕри-таврашне тасатнă. Аслă Пăла Тимеш, Курнавăш, Çирĕклĕ Шăхаль, Аслă Елчĕк, Лаш Таяпа, Кĕçĕн Таяпа, Аслă Таяпа ял тăрăхĕсенче, ялсенчи шкулсемпе культура учрежденийĕсенче ĕçлекенсем те пĕрлехи вăйпа тавралăха тирпей-илем кĕртме тухнă.

Районта пурăнакансем ирттерекен акцие ячĕшĕн анчах хутшăнманнине, пурин валли те ывăничченех ĕç тупăннине палăртмалла. Мĕншĕн тесен таса марлăх проблеми çине районта темиçе çултанпа пысăк тимлĕх уйăраççĕ, ку тĕлĕшпе экологи субботникĕсене тăтăшах йĕркелеççĕ пулин те куçа курăнакан килĕшỹсĕр ỹкерчĕксене те сахал мар тĕл пулма тивет. Кĕркунне çулсерен йывăç-тĕм лартса хăварма, çуркунне те пĕрлехи вăйпа тăрăшса тавралăха тирпей-илем кĕртме хутшăнатпăр. Хамăр алăсемпе, вăйпа тунă илеме курса савăнатпăр мар-и?



"Елчĕк Ен"
25 сентября 2013
15:19
Поделиться