"Эпĕ чупатăп, пĕрле чупар-и?"
Çакăн пек чĕнỹпе иртрĕ нацисен кросĕ Елчĕкри тĕп лапама спорт тумĕ тăхăннă çакăн чухлĕ çын пуçтарăнни сайра пулать. Хальхинче вĕсем Пĕтĕм Раççейри чупăва - нацисен кросне хутшăнма килнĕ.
Тĕп лапамра чупу пуçланиччен чылай маларах музыка янăрама пуçларĕ, район центрĕнчи культура ĕçченĕсем спорт уявне килнĕ ватти-вĕттине хаваслă юрăсемпе савăнтарчĕç. Çакă спорт уявне пуçтарăннă спорт тусĕсен кăмăл-туйăмне тата çĕклерĕ.
Чупăва хутшăнма тата курма килнĕ çынсене район пуçлăхĕ, районти Депутатсен пухăвĕн председателĕ Р.Молодова, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин саламларĕç, çуран чупма юратакансене дистанцие çăмăллăн, хаваслă кăмăл-туйăмпа чупса тухма ырă сунчĕç.
Шăп 12 сехетре район пуçлăхĕ Р.Молодова, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, район центрĕнчи предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе старта тухрĕç, дистанцие ăнăçлă вĕçлерĕç.
Нацисен кросне ĕç коллективĕсем, ашшĕ-амăшĕ ачисемпе килнĕ. Чи пысăк йыш - Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкултан. Учительсемпе техника служащийĕсем, вĕренекенсем 300 ытла çын килнине пĕлтерчĕ физкультура учителĕ В.Демьянов. Районти тĕп больницăран та старта 100 çын ытла тухнă. Пĕтĕм коллективĕпе чупăва килнисем те сахал мар пулчĕç. Кăçал тепĕр пулăм та савăнтарчĕ: ашшĕ-амăшĕсемпе, асламăшĕ-кукамăшĕсемпе килнĕ ачасем иртнĕ çулхинчен те йышлăрах. Акă, район пуçлăхĕ Р.Молодова хăйĕн 6 çулхи Луиза мăнукĕпе пĕрле 2014 метра парăнтарчĕ. Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕн аслă специалисчĕ Ф.Цыганова кроса виçĕ хĕр ачипе тухнă. 9 класри Виктория тата 4 класри Екатерина хăйсемпе пĕр çулхи тантăшсемпе чупрĕç. Виçĕ çултан иртнĕ Дарья та аслисенчен юласшăн пулман, амăшĕпе пĕрле старта тухнă. Çапла иккĕшĕ чупнă чух чупса, утнă чух утса финиша çитрĕç, амăшне те ал çине çĕклеттермерĕ. Алексейпа Наташа Арбузовсен виçĕ çул çурăри хĕр ачи Андриэта, Сергейпе Оля Черновсем, Марина Львова хăйсен садике çỹрекен ачисемпе Елчĕк урамĕсем тăрăх хывнă дистанцие парăнтарнине куракансем финишра алă çупса кĕтсе илчĕç.
1996 тата кĕçĕнрех çулсенчи арçын ачасемпе хĕр ачасен ушкăнĕнче чупнă ушкăн чи пысăкки пулчĕ. Ỹсĕмне кура тĕрлĕ çулсенчи ачасем чупрĕç унта. Пĕрисем чылайранпа çăмăл атлетикăпа туслă, теприсем сайра-хутра старта тухаççĕ. Иккĕмĕшĕсемшĕн финиша чи малтан çитесси мар, дистанцире хăйсене тĕрĕслесе пăхасси пулчĕ ахăр. Аслă классенче вĕренекенсемпе çитĕннисен ушкăнĕнче те çакăн пек ỹкерчĕке асăрхама тиврĕ. Çапах та финиша çитес умĕн кашни участник хăвăртрах чупма, малтине хăваласа çитме тăрăшни сисĕнчĕ.
Предприятисенчи организацисенчен, хăйсен вăйне тĕрĕслеме килнĕ ушкăнра та тĕрлĕ ỹсĕмри çуран чупакансене асăрхама тиврĕ. Район больницинче ĕçлекен П.Горшков, шалти ĕçсен пайĕн ветеранĕ А.Молодов, линипе техника цехĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă О.Журавлев, тĕп больницăри А.Пупина тата ытти пенсионерсене хăйсенчен çамрăкрах А.Васильевпа ("Улăп"), С.Солинпа (шалти ĕçсен пайĕ) тата ыттисемпе тупăшма çăмăл мар ĕнтĕ. Çапах та вĕсем çамрăкран спортпа туслă пулнă, халĕ те вăй-хал пуррине кăтартса пачĕç.
Чупăва курса тăракансем старта тухнă кашни хăйĕн çывăх çыннишĕн пăлханчĕç, хавхалантарса тăчĕç.
Чупăва йĕркелекенсем чи çамрăк, чи ватă участниксене палăртрĕç, парнесем парса хавхалантарчĕç. Çав кун Пĕтĕм Раççейри чупу кунĕ ял тăрăхĕсенче те иртнĕ.
Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕ. Çичĕ ялтан пуçтарăннă çуран чупакансем кăçал ытти çулхисенчен йышлăрах пулнă. Старта 420 çын тухнă. Чи çамрăкки 2 çулта, асли 57 çулта пулнă. Старта шкулсенче вĕренекенсемпе, çитĕннисемпе пĕрлех ваттисен вăхăтлăх çуртĕнче пурăнакансем тухни çинчен пĕлтерет ял тăрăхĕн администрацийĕн сайчĕ.
Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕ. Кунта чупу йышĕпе Елчĕкри пек халăхпа танлашаймасть пулин те ăмăртăва ỹсĕмсене кура ирттерме тăрăшнă. Дистанцисене ача сачĕсене çỹрекенсем, кĕçĕн çулхи, аслă çулхи ачасем, каччăсемпе хĕрсем, çитĕннисемпе ваттисем уйрăмшарăн тухнă. Çакă чупăва ăмăрту пек йĕркелеме, çĕнтерỹçĕсене те палăртма май панă. Кашни ушкăнра çĕнтерỹçĕсемпе призерсене грамотăсемпе, асăнмалăх парнесемпе чысланă.
Лаш Таяпа ял тăрăхĕ. Чупу ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Ермакова ачасемпе ĕçлеме пĕлнине тепĕр хут çирĕплетсе панă. Ял тăрăхĕн сайтĕнче вырнаçтарнă пĕр сăн ỹкерчĕк мĕнле кăсăклă? Шкул çулне çитмен ачасен старта тухас умĕнхи сăн ỹкерчĕкне пăхатăн та тĕленетĕн: вĕсен сăн-пичĕсенче Олимп хастарлăхĕ çуталса тăрать. Тепĕр 10-15 çултан тен, Лаш Таяпа тăрăхĕнче В.Андреев пек Олимп паттăрĕ çуралĕ?
Н.АЛЕКСЕЕВ.