Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тепĕр спорт мастерĕ

Эпĕ вĕрентнĕ ачасенчен районта кăна мар, республикăра, Раççей шайĕнче паллă спортсменсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри - Алексей Голубев.

Каркаларти шкултан вĕренсе тухсан пиллĕкмĕш класа Кĕçĕн Таяпана килчĕ вăл. Лайăх вĕренекенскер тỹрех спортпа туслашма тăрăшрĕ. Шкулти тĕрлĕ ăмăртусене кăна мар, районти, республикăри тупăшусене хутшăнчĕ. Уйрăмах вăл кĕске дистанцисене чупма, тăршшĕне сикме кăмăлларĕ. Уçă кăмăлĕпе, çынна яланах пулăшма хатĕррипе те палăрса тăратчĕ вăл коллективра. Шкулăн команди районти "Зарница" вăййинче çĕнтернинче унăн тỹпи те пысăкчĕ.

Каярахпа вăтам шкула Елчĕке çỹрерĕ сывă пурнăç йĕркине тĕпе хуракан каччă. Кунта та спортра пысăк утăмсем турĕ. Алла аттестат илнĕ хыççăн Алексей Мускаври МЧС академине вĕренме кĕчĕ. Çăмăл атлетикăпа кунта та пысăк çитĕнỹсем тăвать, академи ятне тĕрлĕ хуласенче хỹтĕлет. Спорт мастерĕн кандидачĕн ятне çĕнсе илчĕ.

Кăçалхи ака уйăхĕнче пĕрремĕш курс студенчĕ РФ Гражданла оборона министерствин çăлав спорчĕн тĕрлĕ тупăшăвĕнче Раççей кубокне çĕнсе илчĕ, спорт мастерĕн нормативне пурнăçларĕ. Пултаруллă чăваш каччипе, хамăр вĕренекенпе эпир чăннипех те мухтанатпăр.

М.СКВОРЦОВ.



"Елчĕк Ен"
16 сентября 2013
13:42
Поделиться