Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ачасене ырри патне туртăнма вĕрентмелле

Педагогсен йăлана кĕнĕ канашлăвĕ вĕренỹ çулĕ пуçланас умĕн районти культурăпа кану центрĕнче иртрĕ. Ун умĕн Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта учитель-предметниксем, шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсенче ĕçлекен воспитательсем секцисен занятийĕсенче умра тăракан тĕллевсене сỹтсе яврĕç. Конференцире район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Л.Левый анлă доклад туса пачĕ.

Вăл палăртнă тăрăх - çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче районта тепĕр вĕренỹ учрежденийĕ хутшăнать. Елчĕкри кăнтăр-хĕвел тухăç микрорайонĕнче "Шевле" ача сачĕ уçăлать. Ăна ĕçе кĕртни çулталăк çурăран аслăрах ачасене пĕтĕмпех ача сачĕсене явăçтарма май парать. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче районта 7 вăтам, тăхăр çул вĕренмелли 12 шкул, шкул çулне çитмен 4 учреждени, хушма пĕлỹ паракан 3 учреждени ĕçлет. Шкул парттисем хушшине 2236 вĕренекен ларать, вĕсенчен 165-шĕ пĕрремĕш класа килет.

Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче ачасене 241 педагог вĕрентет, воспитани парать. Учительсен вăтам çулĕ 47 çулпа танлашать. Кăçал педагогсен йышне икĕ çамрăк специалист хутшăннă.

Шкулта ĕç условийĕ улшăнса пыни, вĕсене çĕнĕ техникăпа, оборудованипе тивĕçтерни, патшалăхăн çĕнĕ вĕренỹ стандарчĕсене ĕçе кĕртме тытăнни учительсене çĕнĕ технологисемпе усă курма, квалификаци шайне ỹстерме хистеççĕ. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче 57 педагог квалификаци ỹстермелли курссенче пулнă. Малашне те учительсен, шкул ертỹçисен квалификацине, уйрăмах физикăпа математика, естествознани учителĕсен квалификацин шайне ỹстересси тĕп вырăнта пулмалла. Педагогика работникĕсен ячĕ-сумне, вĕсен пултарулăхне ỹстерес, ĕçлеме хавхалантарас тĕллевпе "Çулталăкри учитель", "Чи класлă классный", "Çулталăкри воспитатель" конкурссем кашни çулах ăнăçлă иртеççĕ. Вĕсен районти çĕнтерỹçисем А.Данилов (Елчĕк), И.Идутова (Елчĕк), Л.Егоркина (Аслă Елчĕк) район чысне республикăра ăнăçлă хỹтĕленĕ. "25 çултан аслă мар класс руководителĕ" районти конкурсра çĕнтернĕ М.Михайлова республика шайĕнче çĕнтерỹçĕ пулса тăнă.

Вĕренỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый педагогсен ĕç укçи шайĕ çинче чарăнса тăчĕ. Вăл 2013 çулхи пĕрремĕш çур çулта 23022 тенкĕпе танлашнă. Çулталăк каялла 14923 тенкĕ пулнă. Воспитательсен уйăхри ĕç укçи çулталăкра 9502 тенкĕрен 16185 тенке çитнĕ.

Шкул вĕрентĕвĕн инфраструктури аталанса пырать. 2013 çулта Çирĕклĕ Шăхальти, Çĕнĕ Пăвари, Лаш Таяпари шкулсенче федераци бюджетĕнчен уйăрса панă 2746,8 пин тенкĕ укçапа шкул тăррине, санузелсене тĕпрен юсанă, ытти юсав ĕçĕсем тунă. Çак тĕллевсене пурнăçлама вырăнти бюджетран 915,6 пин тенкĕ уйăрнă. Кунсăр пуçне Курнавăшри, Кушкăри, Лаш Таяпари пищеблоксене тĕпрен юсама, çĕнĕ оборудованисемпе тивĕçтерме 2069,525 пин тенкĕ тăкакланă, вырăнти бюджетран тата 240 пин тенкĕ уйăрнă. Таяпа Энтринчи, Аслă Елчĕкри шкулсенче ăшă пăрăхĕсене, шкул тăррисене юсанă, чỹречесене улăштарнă. Кунта та республика бюджетĕнчен 1199,9 пин, вырăнти бюджетран 300 пин тенкĕ уйăрнă. 2013 çулта шкулсенче спорт оборудованине çĕнетесси вĕçленмелле.

Пĕлỹ парас пахалăх ỹсет. 2013-2014 вĕренỹ çулĕнче ачасене физикăпа математика предмечĕсемпе пĕлỹ парассине ỹстересси тĕп вырăнта пулать. Çакна пурнăçлама Чăваш Республикин "Физикăпа математикăна вĕренессинчи пысăк ỹсĕмсем тунăшăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендийĕ çинчен" Указĕ пулăшу парать. Унпа килĕшỹллĕн патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕнче физикăпа тата математикăпа 70 тата ытларах балл пуçтарнă, республикăри професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисене вĕренме кĕнĕ çамрăксене уйăхсерен 2000 тенкĕ ятарлă стипенди параççĕ. Кăçал вĕсем 5 выпускник, иккĕшĕ - Д.Андреев (Елчĕк), А.Тимофеев (Курнавăш) хамăр республикăра пĕлỹ пухаççĕ.

2013 çулта районта пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсенче инженерпа техника класĕсем йĕркелес проект малалла пурнăçланать. Елчĕк шкулĕнче инженерпа техникăн иккĕмĕш класĕ уçăлать, çавна май шкула вĕренỹпе лабораторин оборудованийĕсемпе тивĕçтереççĕ.

Вĕренỹ пахалăхне ỹстерессинче тĕрлĕ шайри олимпиадăсене хутшăнни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Районта предмет олимпиадисенче Елчĕкри, Курнавăшри, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи шкулсене пĕтĕм призлă вырăнсен 57 проценчĕ тивет. Тĕп шкулсен ушкăнĕнче Патреккел, Хăвăлçырма, Кĕçĕн Таяпа шкулĕсем палăрнă. Республика шайĕнчи олимпиадăсенче район 13 призлă вырăн йышăннă.

Пĕтĕмĕшле пĕлỹ парас пахалăх патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсенче аван палăрать. Обязательнăй йĕркепе экзамен памалли картлашка урлă Курнавăш шкулĕнчи 2 вĕренекен, Çирĕклĕ Шăхаль тата Çĕнĕ Пăва шкулĕсенчи пĕрер ача каçайман. 2013 çулта вырăс чĕлхипе патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕн вăтам балĕ 67,45. Çакă 2011, 2012 çулхисенчен пысăкрах. 41 выпускник вырăс чĕлхипе тытнă экзаменра 80 балран пысăкрах пуçтарнă. Икĕ вĕренекен чи пысăк балл пуçтарнă. Математика предмечĕпе 4 вĕренекен 80 тата ытларах балл пуçтарнă. 2013 çулти ЕГЭ результачĕсемпе Елчĕк районĕ 9-мĕш вырăн (пĕлтĕр - иккĕмĕш) йышăнать. 9-мĕш класран вĕренсе тухакан 258 вĕренекен патшалăхăн итоглă аттестацийĕ витĕр тухнă.

Федераци патшалăх вĕренỹ стандарчĕ çине 2011 çулта пĕрремĕш класа вĕренме килнĕ 188 ача куçнă. Çĕнĕ вĕренỹ стандарчĕ çине тапхăрăн-тапхăрăн куçса пыраççĕ. Вăл ачасен сывлăхне çирĕплетес, вĕсене вăй-хал, кăмăл-туйăм, тавра курăм тĕлĕшĕнчен аталантарас тĕллев лартать. Пĕрремĕш классем эрнере 5 кун пĕрремĕш сменăра вĕренеççĕ. Урок тăршшĕ 35 минут, вĕренỹ тапхăрĕ эрнере 21 сехетрен иртмест. Çав шутран 3 сехет физкультура. Тĕп улшăну уроксем хыççăнхи ĕç-хĕле пырса тивет.

Федераци патшалăх вĕренỹ стандартне пурнăçлассинче учитель тĕп вырăн йышăнать. Паянхи кун тĕлне пĕрремĕш классемпе ĕçлекен 56 учитель квалификаци ỹстермелли курсра пулнă, учительсен 88 проценчĕн квалификаци категорийĕ пур, 14,3 проценчĕ аслă категориллĕ.

Ачасене хушма пĕлỹ парассине 3 учреждени пурнăçласа пырать. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче вĕсене 682 ача (25 процент) çỹренĕ. А.В.Игнатьев ячĕллĕ "Улăп" ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ икĕ учреждение - А.В.Игнатьев ячĕллĕ спорт шкулне тата "Улăп" сывлăха çирĕплетекен комплекса пĕрлештернипе йĕркеленнĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн хушăвĕпе спорт комплексне ачасен спорт шкулĕн балансĕ çине панăранпа ачасене вăй-хал тĕлĕшĕнчен çирĕплетес, воспитани парас ĕç лайăхланнă. Кăçалхи çулталăк пуçламăшĕнче тренер-преподаватель шалăвĕ 41,7 процент ỹснĕ, çакă вĕсен ĕçлес интересне ỹстернĕ. Çак тапхăрта спорт мастерĕн 3 кандидачĕ, пĕрремĕш разрядлă 17 спортсмен хатĕрленĕ, спорт шкулĕн 3 воспитанникĕ спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. 2012 çулхи итогсемпе спорт шкулĕ республикăра 2-мĕш вырăн йышăннă, Елчĕк районĕнчи шкул ачисем Чăваш Ен Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн ирттернĕ Чăваш Республикин спартакиадинче виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Ачасемпе çамрăксен пултарулăх çуртне 138 вĕренекен çỹрет. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче район шайĕнче 24 мероприяти йĕркеленĕ, республикăри смотр-конкурссенче палăрнă. Ачасен искусство шкулĕн уйрăмĕсенче 154 çамрăк вĕренет. Унта музыка, хореографи, ỹнер искусстви енĕпе пĕлỹ илеççĕ.

Доклада пĕтĕмлетсе Л.Левый педагогсен тĕп тĕллевĕ çĕнĕ шкул туса хурасси, кашни вĕренекен пултарулăхне уçса парасси, ачасен вĕренес туртăмне аталантарасси, вĕсене пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрлесси пулнине палăртрĕ.

Канашлура Аслă Елчĕкри ача сачĕн воспитателĕ Л.Егоркина, А.В.Игнатьев ячĕллĕ "Улăп" спорт шкулĕн директорĕ Р.Григорьев, Кивĕ Эйпеçри шкулти пуçламăш классен учительници Т.Зайцева, Елчĕкри вăтам шкул директорĕн вĕрентỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Т. Лапшина, Чăваш Тăрăмĕнчи шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен М.Михайлова, РФ Федераци Канашĕн сенаторĕ Г.Николаева, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем П.Краснов, К.Мифтахутдинов, Чăваш Республикин вĕренỹ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С.Петрова, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин тухса калаçрĕç. Вĕсем пурте вĕренỹпе воспитани ĕçне лайăхлатасси, шкулсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетесси, вĕренекенсене пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрлесси çинчен сăмах пуçарчĕç, вĕрентỹпе воспитани ĕçĕнчи лайăх енсене, малаллахи тĕп тĕллевсене палăртрĕç, сĕнỹсем пачĕç.

Канашлура вĕренỹпе воспитани ĕçĕнче палăрнă педагогсене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн, район администрацийĕн, ЧР Вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министерствин, район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн, Чăваш Республикинчи вĕренỹ тата наука работникĕсен профсоюз рескомĕн Хисеп грамотисене, "Единая Россия" политика партийĕн регионти уйрăмĕн Тав çырăвĕсене, районти вĕрентỹн чи лайăх пилĕк работникне ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн К.Мифтахутдиновăн ятран паракан премине парса чыс турĕç.

Н.АЛЕКСЕЕВ.



"Елчĕк Ен"
31 августа 2013
15:13
Поделиться