Ача пулăшу кĕтет
Пирĕн иртнĕ кăларăмра (кăçалхи утă уйăхĕн 27-мĕшĕ) çак ятпа пичетленнĕ материала вуланисенчен чылайăшĕ çакăн пекрех ыйтусем параççĕ: "Мĕншĕн районта хăйсен ачисене ним вырăнне те хуман ашшĕ-амăшĕ йышлă? Нивушлĕ вĕсем хăйсен тĕпренчĕкĕсене шеллеме тата май пур таран пулăшма васкамаççĕ?" тата ытти те. Çавна май эпир Суд приставĕсен районти уйрăмĕн ертỹçине В. Ф. Казакова калаçăва йыхравларăмăр.
- Тỹрех çакна палăртам-ха: пирĕн ĕç нумай енлĕ тата самаях кăткăс, - терĕ Валерий Филаретович.
- Кăçал кăна 6700 ытла ĕç пуçарнă, тĕрлĕ яваплăхлă организацисемпе предприятисенчен тата уйрăм çынсенчен 11 миллион тенкĕ ытла шыраса илнĕ. Çав шутра алимент тỹлессипе çыхăннă ĕçсем кăна та 140 яхăн.
- Парăмĕсем мĕнлерех вара çав ашшĕ-амăшĕн?
- Пĕлтĕрхи е виçĕм çулхи кăтартусемпе танлаштарсан кăштах чакнă. Анчах вун-вун пин тенкĕ пухăннă парăмлисем те сахаллăн мар. Вĕсенчен хăшне-пĕрне тупма та кансĕр. Алимент тỹлеменнисен хушшинче 7 - 8 амăшĕ (вĕсен хисепĕ час-часах ылмашăнать) пулни уйрăмах шухăшлаттарать. Çавна май пирĕн сотрудниксен чылай чухне вĕсене шырас, вĕсемпе тĕл пулас, укçи-тенкине илес енĕпе тăтăшах тата çине тăрса ĕçлеме тивет.
"Ĕçĕ çавă пулсан мĕн тăвăн? - теме пултараççĕ ĕнтĕ укçа-тенкĕ пулăшăвне куç пек кĕтекенсем. Анчах килĕнчен те, районтан та тухса кайнă, унта-кунта çапкаланса çỹрекене алăран ярса тытасси, çийĕнчех алимент илесси пĕрре те çăмăл мар. Çапах та... юлашки вăхăтра ĕç-пуç лайăх енне ылмашăнни сисĕнет. Ĕçлекен ашшĕ е амăшĕ хăйсем пăхайман е пăрахса кайнă ачисене йĕркеллĕрех тỹлеме тытăнчĕç. Чылайăшĕ укçине алăранах тыттарать, теприсем - электрон мелĕпе куçарса параççĕ. Ку ĕçре 2012 çултанпа Интернетра "Пурнăçа кĕртмелли ĕçсен банкĕн кăтартăвĕсем" ("Банк данных исполнительных производств") сайт кĕртни самай пулăшать. Ун тăрăх кирек кам та хăйĕн парăмĕ пурри-çуккине тата мĕн чухлине тĕрĕс пĕлме, çитменнине килтен тухмасăрах татăлма май пур. Çакă вĕсене пур-çук парăмшăнах 500 тенкĕрен кая мар ытларах хушма тỹлев туса тăкакланассинчен хăтарать.
Кварталсерен правăна сыхлакан органсен тата ытти хăш-пĕр службăсен сотрудникĕсемпе пĕрлехи рейдсем туни те усă кỹрет. Кун пек чухне яваплă çын ăçта пулсан та (çул çинче, килте, ĕçре тата ытти çĕрте) пиртен пăрăнаймасть. Вĕсене тỹлевсем пирки тĕплĕн ăнлантаратпăр, парăмçăн тивĕçĕ тата яваплăхĕ пирки аса илтеретпĕр, кирлĕ пулсан - айăплин пурлăхне шута илетпĕр е арестлетпĕр. Ĕçлекенсене вăхăтра тỹлемен ĕç паракансене те тĕрĕслесех тăратпăр. Мĕншĕн тесен вĕсен айăпне пула алимент тỹлейменнисем те пур.
- Сире тав тăвакансем пулаççĕ-и?
- Çителĕклех. Тарса çỹрекен е вăрттăн ĕç укçи илекенсен мăшăрĕсем, çурма тăлăх е тăлăх ачасене çитĕнтерекенсем ытларах савăнаççĕ тивĕçлĕ укçа-тенке илсе парсан. Пĕчĕк тỹлев (вунă е çĕр тенкĕ) пирки асăрхаттарса хушма тỹлеврен хăтарнисем тата ытти те. Çав вăхăтрах... камăн та пулин айăпне пула (тỹрремĕнех хăйсен маррине ăнлансан) çилленеççĕ. Ун пек тĕслĕхсем ĕлĕкрех (колхозсен парăмĕсене вăйпа татăлтарнă) пĕр-икĕ тĕслĕх пулнăччĕ.
- Хăвăр енчен мĕн калас тетĕр хаçат вулакансене?
- Ырлăх-сывлăх, телей. Ашшĕсĕр е амăшĕсĕр ỹсекенсен чăтăмлăх пултăр. Тата çакна хушса калам. Эпир, ыттисем пекех, тĕрлĕ акцисем ирттеретпĕр. Калăпăр, ачасене хỹтĕлемелли кун умĕн. Халĕ ачасене шкула кайма хатĕрлес юхăм пырать. Çавна май алимент енĕпе парăмлисене пурне те хăйсен ачисем пирки тарăннăн шухăшлама, май килнĕ таран пулăшма, ĕç укçинчен е ытти тупăшран хăйĕн тĕпренчĕкĕсене тивĕçлипе пĕр чăрмавсăр татăлса пыма сĕнетĕп. Çапла пулсан пирĕншĕн те чăрмав сахалрах пулĕччĕ, ывăл-хĕрĕрсем те сире усалпа аса илмĕччĕç.
Анатолий ТИМОФЕЕВ.