Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Урамсене тирпейлетпĕр, тасататпăр

Район центрĕнчи урамсене, обществăлла вырăнсемпе çулсен хĕррисенчи территорисене тирпей-илем, санитари тĕлĕшĕнчен тасатса йĕркене кĕртес уйăхлăх пырать.

Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлекенсем иртнĕ кунсенче ушкăнпа тухса Кооператив урамĕнче вырнаçнă "Юман" лавкка çывăхĕнчи территорире çу каçипе ỹснĕ çум курăка тасатнă.

Обществăлла вырăнсене ăпăр-тапăр пăрахса вараламалла марри çинчен нумай калаçатпăр пулин те ăнланман çынсем пирĕн хушăмăрта çав-çавах нумай. Çакна субботник вăхăтĕнче курнинчен те çирĕплетме пулать.

Йĕркесĕрлĕхпе тирпейсĕрлĕхе ушкăнпа тухса урамсене тасатнипе анчах пĕтереймĕн. Кашни çынра яваплăх туйăмĕ пулмалла, хамăр пурăнакан тавралăха таса, тирпейлĕ тытмаллине ăнланмалла.

 



"Елчĕк Ен"
24 июля 2013
15:24
Поделиться