Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тарасана юсанă

Юлашки çулсенчи шăрăх çанталăкра çăл куçсемпе пусăсем типсе ларни ялсенче пурăнакансене самай сисчĕвлентерчĕ. Шыв чи пысăк пуянлăх пулнине хамăр куçсемпе курса ĕнентĕмĕр мар-и?

Çакна тĕпе хурса Аслă Елчĕк ял тăрăхĕнче кивелнĕ пусăсене тирпейлесе юсасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ку чухне урамсенче пурăнакансем хăйсем те пуçарулăх, хастарлăх кăтартаççĕ. Нумаях пулмасть Дзержинский урамĕнчи тарасана тĕплĕн юсанă: унăн йĕри-таврашне сăрланă, тăррине хĕç тимĕр витнĕ. Халĕ вăл аякранах курăнса ларать, иртен-çỹрекенсене хăйĕн илемĕпе тыткăнлать.



"Елчĕк Ен"
24 июля 2013
15:23
Поделиться