Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Инвалидсене тимлĕх уйăратпăр

Чăваш Республикинчи Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн Чăваш Республикинчи ĕçлемен инвалидсене, вĕсен ашшĕ-амăшне, инвалид ачасене пăхакансене, нумай ачаллă ашшĕ-амăшне 2013-2015 çулсенче ĕçе вырнаçма пулăшас тĕлĕшпе тĕллевлĕ программа çирĕплетнĕ.

Палăртнă программăна пурнăçласа халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн 2013 çулта 3 инвалида ĕç вырăнĕ тупса памалла. Ку чухне инвалид çын валли ĕç вырăнĕ йĕркелекен ĕç паракана пулакан тăкаксене саплаштарма 67 пин тенкĕ укçа уйăраççĕ. Хальхи вăхăтра ĕç паракансем ятарласа хатĕрленсе 2 инвалид çынна ĕçе вырнаçтарнă.

Инвалид çынсене ĕçе вырнаçтарассине пурин те - обществăлла структурăсен, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, ĕç паракансен хутшăнмалла. Пĕрлехи вăйпа тăрăшсан анчах палăртнă тĕллеве ăнăçлă пурнăçлама май пулĕ.

Тĕплĕнрех ыйтса пĕлмелли пулсан сире халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта кĕтетпĕр. Пирĕн адрес: Елчĕк ялĕ, Октябрь урамĕ, 13-мĕш çурт. 2-51-67 телефонпа та шăнкăравлама пултаратăр.



"Елчĕк Ен"
20 июля 2013
10:25
Поделиться