Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Электрон мелĕпе

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр патшалăх пулăшăвĕн тĕрлĕ тĕсĕсене www.gosuslugi.ru портал урлă электрон мелĕпе йĕркелет.

Сăмахран, вĕренỹрен пушă вăхăтра ĕçлес кăмăллă 14-18 çулсенчи граждансенчен заявленисем йышăнассине, вăхăтлăх ĕçсене йĕркелессине, обществăлла ĕçсене хутшăнтарассине çак портал урлă пурнăçлаççĕ. Унсăр пуçне, электрон мелĕпе ваканси ярмăрккисем çинчен пĕлтеретпĕр, ĕçпе тивĕçтерекенсене кирлĕ кадрсене тупма пулăшатпăр.

"Электронлă ĕç паракан" программа урлă ĕçпе тивĕçтерекен центра пымасăрах кадрсем кирли, вакансисем уçăлни, тулли мар ĕç кунĕ, ют çĕр-шыв гражданĕсем валли квотăсем йĕркелени çинчен пĕлме, ĕç рынокĕнчи лару-тăрупа паллашма май пур.

Хальхи вăхăтра ĕçпе тивĕçтерекенсем ĕç шыракансемпе скайп программа урлă видео-калаçу йĕркелеме пултараççĕ.

Ĕç паракансемпе ĕçсĕррисене вăхăтпа тан утма, www.gosuslugi.ru порталта патшалăх пулăшăвĕсене илме, "Электронлă ĕç паракан" тата видео-калаçу программăсемпе анлăн усă курма сĕнетпĕр.

О.АНДРЕЕВА, халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центрăн ертсе пыракан инспекторĕ.



"Елчĕк Ен"
20 июля 2013
10:26
Поделиться