Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ырă ят - ĕмĕре

Чăваш Тăрăмĕнче çуралса ỹснĕ, "Шупашкарти строительство материалĕсен завочĕ" ОАОра автотранспорт эксплуатацийĕн начальникĕ пулса ĕçленĕ, общество ĕçĕнче те хастарлăхпа тимленĕ, "Елчĕксем" ентешлĕхĕн ертỹçин çумĕ пулнă Владимир Гурьевич Албутов тăрăшнипе Питравра ял уявĕ ирттересси йăлана кĕнĕ. Черетлĕ уява та Владимир тĕплĕн хатĕрленнĕ, анчах çак вăхăта кĕтсе илеймен, темиçе кун маларах пурнăçран уйрăлса кайнă.

Хальхинче вăл çак куна чăтăмсăррăн кĕтнине асра тытса унпа пĕр тăвансем - Петр, Валерий, Иван, çывăх юлташĕсем ял-йыша уява пуçтарнă. Владимир Гурьевича лайăх пĕлнĕ çынсем ун пирки нумай ăшă сăмахсем каланă. Вăл тĕлĕнмелле ырă кăмăллă, кирек хăш вăхăтра та пулăшу аллине тăсса пама хатĕр çын пулнине палăртнă. Çак ялта çуралса ỹснĕ, хальхи вăхăтра Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Вячеслав Шишкин предприниматель, шкул директорĕ Владимир Малов тата ыттисем каланă тăрăх Владимир Албутов ялта вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăка юсанă çĕре те тивĕçлĕ тỹпе хывнă. Пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă вăй-питти арçыннăн ĕмĕчĕсем, паллах, тата та пысăк пулнă.

Ялти ватти-вĕтти спорт вăййисене хастар хутшăннă. Шупашкартан килнĕ артистсем концерт кăтартнă.



"Елчĕк Ен"
19 июля 2013
16:10
Поделиться