Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Яланах малти ретре

Яланах малти ретре

Хĕрỹ тапхăр - утă çи пуçланчĕ. Пахалăхлă утă хатĕрлес тесен нумай çул ỹсекен курăксене чи кĕске вăхăтра çулма тата пухса кĕртме ĕлкĕрмелле. Çакна тĕпе хурса "Прогресс" акционерсен хупă обществинче тата "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче районта чи малтан нумай çул ỹсекен курăксене çулма тухнă.

"Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче сенаж, утă тума, çуллахи вăхăтра выльăхсене çулса çитерме тесе нумай çул ỹсекен курăксене 600 гектар çинче акса хăварнă. Унсăр пуçне 300 гектар ытла лаптăкра пĕр çỹл ỹсекен курăк çитĕнет. Хирсенче пулса курма кăмăллă: курăк хỹхĕм ỹсет, кирлĕ таран выльăх апачĕ хатĕрлесе хăварма май пурри савăнтарать.

Ял хуçалăх предприятийĕнчи механизаторсем уяр çанталăкпа усă курса утăлăх уйăрнă 200 гектар анари нумай çул ỹсекен курăксене пĕрремĕш хут çулассине паян вĕçленĕ. Ун хыççăнах паккуссенчи кушăхнă утта преслама тытăннă.

- Кĕтме вăхăт çук, районти Акатуй уявĕччен утта пухса кĕртме ĕлкĕресшĕн, ун хыççăн сенаж хатĕрлеме тытăнмалла, - тет ял хуçалăх предприятийĕн ертỹçин çумĕ Олег Карсаков.

Çу кунĕ хĕле тăрантарнине механизаторсем лайăх ăнланаççĕ. КПС-5 агрегатсемпе курăк çулакан Николай Мазюкинпа Владимир Павлов - çывăх юлташсем, нумай çул çак пархатарлă ĕçре тимлеççĕ. Яланах пĕр-пĕринпе ăмăртмалла ĕçлеççĕ. Хăшĕ маларах? Сергей Абрамова ПН-540 йышши косилка-плющилкăпа ĕçлеме шанса панă. Венекдит Носов çу уйăхĕн 20-мĕшĕнчен тытăнсах уйра. Вăл "Марал" Е-281 комбайнпа курăк çулать, унăн тивĕçĕ - ермăри йышлă ĕне выльăха симĕс апатпа туллин тивĕçтересси. Николай Головин, Александр Никифоров водительсем, Анатолий Андреев механизатор та йышран уйрăлмаççĕ. Александр Павлов, Владислав Изратов тата Геннадий Фотламов утă преслаççĕ.

Светлана АРХИПОВА.

Ял хуçалăх предприятийĕн ертỹçин çумĕ Олег Карсаковпа Николай Мазюкин механизатор ĕç кал-кал пынипе кăмăллă.



05 июня 2013
11:27
Поделиться