Право сехечĕ иртнĕ
Районти тĕп библиотека çумĕнчи Раççей юрисчĕсен Ассоциацийĕн консультаци пунктĕнче Елчĕк район прокуратури йĕркеленипе право сехечĕ иртнĕ.
Черетлĕ тĕл пулура контроль органĕсем тĕрĕслевсем ирттернĕ чухне предпринимательсен прависене хỹтĕлессине, патшалăх тата муниципаллă пулăшусем парассине сỹтсе явнă. Кун йĕркинчи тĕп ыйтупа Елчĕк район прокурорĕн çумĕ П.Кокарев тухса калаçнă. Район администрацийĕн финанс пайĕн ертỹçи Г.Анисимова предприниматель ĕçне пуçăнакансене район администрацийĕ енчен хавхалантарни, пулăшни çинчен тĕплĕн каласа кăтартнă. Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи Управленийĕн территори уйрăмĕн тĕп специалист-эксперчĕ С.Петрянкина мероприятие хутшăннисен умĕнче предприниматель ĕç-хĕлне йĕркелесе пыракансене тĕрĕслессин йĕркисемпе паллаштарнă.
Предпринимательсем хăйсене кăсăклантаракан нумай ыйту çине татăклă, тĕрĕс хурав илме те пултарнă.