Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Уя тухрăмăр - уй куртăмăр

Уя тухрăмăр - уй куртăмăр

Районти Акатуй уявĕ умĕн хăнăхнă йăлапа ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче çур аки ĕçĕсене мĕнле пахалăхпа пурнăçланине хак панă. Калчасем шăтса тухнине тĕрĕслеме район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, унăн пĕрремĕш çумĕ-вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ П.Тремасов, хуçалăх ертỹçисемпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă.

Хальхинче калчасем мĕнле шăтса тухнине хакланă чухне чи малти вырăна ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче ỹсен-тăран культурисен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ мĕн чухлĕ пулнине, иртнĕ çулхисемпе танлаштарсан акăнакан лаптăксене ỹстернине, анасене мĕн чухлĕ минераллă удобрени хывни таран шута илнĕ. Çавна май районти комисси "Прогресс" акционерсен хупă обществи палăртнă мĕн пур кăтартусене туллин пурнăçланине, пĕрремĕш вырăна тивĕçлĕ тесе палăртнă. Йышлă ĕне-выльăх, сысна ĕрчетекен ял хуçалăх предприятийĕнче юлашки çулсенче усă куракан çĕр лаптăкĕсене те анлăлатсах пыраççĕ. Аслă Таяпа, Кĕçĕн Таяпа тата Кĕçĕн Патреккел ялĕсенчи 696 гектар çĕр лаптăкне ĕçе кĕртнипе шутласан, кăçал кунта ỹсен-тăран культурисене 3500 ытла гектар çинчен пухса кĕртмелле. Пусă çаврăнăшне кирлĕ пек йĕркелесе пыраççĕ. Ака паттăрĕ те "Прогресс" ял хуçалăх предприятийĕнчен, Владимир Борисов механизатор пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 1227 гектар çинче чи пысăк пахалăхпа акса хăварма пултарнă.

"Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи çĕр ĕçченĕсем те кашни çулах çур акине ăнăçлă иртереççĕ. Хальхинче те вĕсем малтисен ретĕнче - иккĕмĕш вырăнта. Ỹсен-тăран культурисене пĕтĕмпе 1400 гектар акса хăварнă, çав шутран 610 гектарĕ - пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем. Тĕш тырă сенажĕ валли акнă 80 гектар çинчи пăрçапа сĕлĕ, 20 гектар çинчи вăрлăхлăх пăрçа пĕр тикĕс, парка çитĕнеççĕ, лаптăксенче çум курăк та çук. Анчах хỹхĕм çитĕнекен пăрçа анипе юнашарах уйрăм çынсен хăйсен харпăрлăхĕнчи самай пысăк çĕр лаптăкĕнче çум курăк ашкăрни кăмăла хуçать. Яваплăха туйман çынсен тĕлĕшĕпе малашне йышăнусем çирĕп пулаççех. Кĕçĕн Таяпари Борис Головин, Каркаларти Андрей Севриков пачах тепĕр майлă, çĕр-аннемĕре хисеплекен, юратакан çынсем. Ахальтен мар вĕсем хăйсен фермер хуçалăхĕсене йĕркелесе янă, малтанхи кунсенчен тытăнсах çанă тавăрса ĕçе пикеннĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем сухаланмасăр выртнă çĕр лаптăкĕсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе тимлеççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин пултаруллă, теветкеллĕ çамрăксен пархатарлă ĕçне ырласа йышăнать, вĕсене хăй енчен май пур таран хавхалантарма тăрăшать. 20 çул ытла пахча çимĕç тата тымар çимĕç, çавăн пекех тĕш тырă культурисене туса илессипе ĕçлекен Таяпа Энтринчи Федор Шадриков, Анатолий Петров фермерсен ăнăçлă ĕçĕ-хĕлĕ пирки районта пурте пĕлеççĕ. Кăçал та вĕсем хăйсен çип çапнă пек тỹрĕ анисенче севок çитĕнтереççĕ. Ку чухне вĕсем хими им-çамĕсемпе вуçех уса курмасăр экологи тĕлĕшĕнчен таса продукт туса илме тĕллев тытнă. Аслă Елчĕкри Владимир Чернов, Анатолий Светлов фермерсем те мал ĕмĕтлĕ, çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртессипе тимлеççĕ.

Владимир Чернов кăçал 400 гектар çинче рапс акса хăварнă, вăрлăхне Хусанти продукцие ĕçлесе хатĕрлекен предприятие леçме калаçса татăлнă - унтан рапс çăвĕ тăваççĕ. Апла пулин те кăçал çак тапхăрчченхи ĕç-хĕле пĕтĕмĕшле хакланă хыççăн Çĕнĕ Эйпеçри Николай Бикулов хресчен (фермер) хуçалăхне чи лайăххи тесе палăртнă.

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пурĕ 158 гектар пахча çимĕç акнă-лартнă. Çав шутран "Нива" агрофирма ОООра 10 гектар купăста çитĕнтереççĕ. Иртнĕ çулсенче те вăл тухăçпа савăнтарнă.

Пĕр-пĕринпе тупăшса ĕçлекен ял хуçалăх предприятийĕсен хисепĕ районта ỹссех пырать. Çавна май виççĕмĕш сумлă вырăна икĕ хуçалăха - "Яманчурино" ОООна тата "Сатурн" ял хуçалăх предприятине пама йышăннă. Вĕсенче ял хуçалăх культурисен калчисем лайăх шăтса тухнă, парка ỹсеççĕ, çум курăкран тата тĕрлĕ чирсене хирĕç кĕрешсе хими им-çамĕсене сапас ĕçе те вĕçленĕ. Çанталăк типĕ те шăрăх тăни вара шухăшлаттарать. Ака ĕçĕсем вĕçленнĕренпе те çĕр пичĕ çине пĕр тумлам çумăр пĕрчи лекмен, халĕ тăпрара нỹрĕк тăрса юлманпа пĕрех. 2010 çулхи тĕслĕх - çу каçса кайса та çумăр пулманни, шăрăх çунтарни нихăçан та асран тухмалла мар. Урăх ун пекки ан пултăрах. Акса хăварнă 18600 гектар çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсенчен палăртнă чухлĕ тĕш тырă пухса кĕртмелле. Çак вăхăтчен тар тăкса ĕçленин усси пултăрах. Малти вырăнсене йышăнма тивĕçлисем татах пур. "АСК-Яльчики","Победа", "Энтепе", "Эмметево" ОООсенче те лайăх ĕçленĕ. "Энтепе" ОООн çамрăк директорĕн Андрей Васильевăн пуçарулăхне, кунти ĕç-хĕл малтанхи вăхăтран тытăнсах кал-кал пулса пынине тивĕçлипе хакламалла. "Победа" ОООра çур акине хутшăнакан ял хуçалăх техникине хатĕррисен ретне лартассипе лайăх ĕçленине палăртнă. "АСК-Яльчики" ОООри кашни ĕçе тивĕçлипе хаклама май пур. Вĕсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акма районта анчах мар, республикăра та пуринчен малтан тухрĕç. Ку чухнехи хăватлă техникăпа усă курса ĕçленĕрен çур акине чи малтан вĕçлеме те пултарчĕç. Тырри-пулли тата епле хỹхĕм ешерет. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан, çĕр улми лаптăкне чакарнăран анчах вĕсем малти виçĕ вырăнтан пĕрне йышăнаймарĕç. Çакă кăштах пăшăрхантармалла та пек. Мĕншĕн тесен вĕсен "иккĕмĕш çăкăр" лаптăкĕ халĕ те сахал мар - 170 гектар. Анчах ăмăрту условийĕсемпе килĕшỹллĕн малти вырăна "Клевер" ООО тивĕçет. Кунта çĕр улмине иртнĕ çулхи пекех 100 гектар лаптăкра лартса хăварнă.

Çĕрпе пĕлсе тата тухăçлă усă курнăшăн вымпела илме иртнĕ çулхи пекех "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕ тивĕçрĕ. Вĕсен уйĕсенче пулса курма, чăннипех, кăмăллă: парка çитĕнекен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен калчисем аякранах куçа илĕртеççĕ, лаптăксенче çум курăк пĕрчи кураймăн. Çулсен хĕррисем те тирпейлĕ: тыр-пул тикĕс шăтса тухнă. Ятарласа шуратнă юпасем хире илем кỹреççĕ.Иртнĕ çул кашни гектартан 32 центнер тĕш тырă пухса кĕртме пултарнă ял хуçалăх предприятийĕнче, çут çанталăк кỹрентермесен, кăçал та тухăçлă тыр-пул алла илес шанăç пуррине курса ĕнентĕмĕр. Мĕншĕн тесен, ĕлĕкхи ватăсем пек каласан, кунта ыраш лаша пĕкки таран ỹссе çитĕннĕ ĕнтĕ. Питравра ăна вырма тухмалли куç кĕрет.

"Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи çĕр ĕçченĕсем Аслă Таяпари тата Сăрьелĕнчи усă курман çĕр лаптăкĕсене пурĕ 692 гектар пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Аслă Таяпа хирĕнчи ыраш та тĕлĕнмелле хỹхĕм çитĕнет. Сăмах май, "АСК-Яльчики" ОООра, "Аранчеево" агрофирма" ОООра, "Нива" агрофирма" ОООра тата ытти ял хуçалăх предприятийĕсенче те, хĕл пуçламăшĕнче епле çатăр сивĕ тăчĕ пулин те, кĕрхи культурăсем лайăх сыхланса юлнă. Районĕпе илсен, вĕсен лаптăкĕ сахалах та мар - 3400 гектар. Кĕр тыррисем хĕл сиввине чăтăмлăн тỹссе ирттернин тĕп вăрттăнлăхĕ - вĕсене агротехника йĕркине çирĕп пăхăнса кирлĕ вăхăтра акса хăварнинче тесе çирĕплетеççĕ районти агрономсем.

Светлана АРХИПОВА.

"Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче ыраш лаша пĕкки таран ỹссе çитĕннĕ те ĕнтĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Миллин тата хуçалăх ертỹçи Г. Федоров..

 



"Елчĕк Ен"
03 июня 2013
10:57
Поделиться