Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ыттисемшĕн тĕслĕх

Ыттисемшĕн тĕслĕх

Фермер ĕçне пуçăнса тĕпĕпех юхăннă хуçалăха ура çине тăратса пыракан "Энтепе" тулли мар яваплă пĕрлешỹре хуçалăх ертỹçисен тĕл пулăвĕ иртнĕ. А.Васильев ертỹçĕ палăртнă тăрăх, чи малтанах хуçалăхра 100 пуç вырнаçакан юхăннă витене тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, молокопровод тата ытти кирлĕ хатĕрсем вырнаçтарнă. Витери икĕ уйрăмра - сăвăнакан тата пăруламалли ĕнесем. Паянхи кун хуçалăхри выльăхсен шучĕ 230 пуçпа танлашать, çав шутран 75 пуç - сăвăнакан ĕне. Çамрăк выльăхсенчен хальхи вăхăтра талăка пĕр ĕнерен 20,5 литр сĕт суса илни начар мар кăтарту. 2013 çул вĕçне сăвăнакан ĕнесен шутне 150 пуçа çитерес тĕллевлĕ хуçалăхра. Кунта хальхи вăхăтра 14 çын тăрăшать, вĕсен уйăхри вăтам ĕç укçи 12 пин тенкĕ. Выльăх-чĕрлĕх тытнисĕр пуçне ỹсен-тăран культурисене акассипе те тимлет "Энтепе" ООО. Акăнакан лаптăк - пин ытла гектар. Вăл шутран 488 гектар лаптăк çинче нумай çул ỹсекен курăксем, 155 гектар - кĕрхи культурăсем, 200 гектар - çурхи тулă, 233 гектар урпа çитĕнет.

Машинăпа трактор паркне çĕнетсе пырассипе те тăрăшса ĕçлеççĕ. Хуçалăх "Раççей ял хуçалăх банкĕпе" тачă çыхăнура пулнине те палăртрĕ ертỹçĕ: "Раççей ял хуçалăх банкĕпе" ĕçе пуçăннăранпах ĕçлесе пыни ăнăçлă аталанма май парать. Çăмăллăхлă кредит пулăшнипе иртнĕ çул МТЗ маркăллă 3 трактор, ăратлă 85 пушмак пăру туянма пултартăмăр".

- Кредит илме шикленмелле мар. Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем паян тĕрлĕ программа сĕнекен çăмăллăхлă кредитсемпе усă курма пултараççĕ. Банк клиентсемшĕн тăрăшнă май финанс ыйтăвĕсене вĕсен кăмăлне тивĕçтермелле татса парать. Фермер ĕçне пуçласа е çемьепе пуçăнакансемшĕн çăмăллăхсем уйрăмах пысăк. Чи кирли - ĕçлеме кăмăл пултăр, вĕсене эпир пулăшма яланах хатĕр, - палăртрĕ ĕçлĕ визитпа районта пулнă "Раççей ял хуçалăх банкĕ" акционерсен уçă обществин Чăваш Енри филиалĕн директорĕ Ирина Письменская.

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин тĕл пулăва хутшăннă хăйсен ĕçне пуçăнакан фермерсене "Энтепе" ООО тĕслĕхĕпе усă курма сĕнчĕ. Иртнĕ ĕмĕрте тунă витесен стенисем çирĕп, вĕсене тĕпрен юсама меллĕ. Çакă юхăнса ларакан пушă витесене ĕçе кĕртме, халăха ĕçпе тивĕçтерме май парать.

Е.ПЕТРОВА.



"Елчĕк Ен"
03 июня 2013
10:56
Поделиться