Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Усал йăларан хăтăлар

Пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлас организаци табак туртнине хирĕç кĕрешмелли куна 1988 çултанпа паллă тăвать. Ăна çирĕм пĕрремĕш ĕмĕрте киревсĕр йăлапа туслă çынсем ан пулччăр тесе йĕркеленĕ.

Кăçал вăл табак продукцийĕсене рекламăлама чарас тĕллевпе иртет. Акцие çак хăрушă эпидемирен - вăл алкоголизмпа наркомани хыççăнах пырать - ыхланас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Мĕн каламалли, арçынсемпе танах хĕрарăмсем те çак киревсĕр йăлапа туслашнисем йышлă.

Ĕмĕртен "никотин тумламĕ лашана вĕлерет" каларăш çỹрет. Хăш-пĕр ученăйсем çак тумлам пĕр лашана мар, виççĕшне вĕлерет теççĕ. Этеме 50-100 мг никотин та леш тĕнчене ăсатать. Кунне 20-25 штук сигарет туртакан арçын 30 çул хушшинче хăйĕн ỹпки витĕр 150-160 кг тĕтĕм сывлать, пĕчĕк дозăпа ĕмсе илнипе кăна вăл тăруках вилмест. Табак тĕтĕмĕ пĕтĕм организма сиенлесе тĕрлĕ чир-чĕр пуçарса ярать. Ученăйсем çакна палăртнă: пĕр пачка сигарет туртса ярсан радиаци дози палăртнă виçерен çичĕ хут ỹсет. Ỹпкене радиаци кĕни вара хăрушă шыçă чирне ярасси паллă. Пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлас организаци палăртнă тăрăх, табак туртнипе çыхăннă чирсене пула тĕнчере 4,9 миллион çын вилет. Ỹпке ракĕпе вилекенсен йышĕнче туртакансем туртманнисенчен 20 хут нумайрах. Табак туртма юратакансем ыттисенчен стенокардипе 13 хут тата хырăмлăх язвипе 10 хут ытларах нушаланаççĕ. Çавăнпа та табак туртнине хирĕç пĕтĕм тĕнче кĕрешет. 140 çĕр-шывра табак туртассине хирĕç саккунсем йышăннă. Америкăри фирмăсен хуçисем пирус туртакансене ĕçе те йышăнмаççĕ.

Статистика палăртнă тăрăх, тĕнчере Раççей çыннисем пек нумай туртакансем çук. 7-8 классенче вĕренекен ачасенчен 8-12 проценчĕ пирус туртать.

Табак туртма пăрахни сывлăхлă пулассишĕн тунă пĕрремĕш утăм. Урăх ан туслашăр унпа.

И.ПАЙМУЛЛИНА, Роспотребнадзорăн Патăрьелĕнчи территори уйрăмĕн эксперт специалисчĕ



"Елчĕк Ен"
29 мая 2013
20:47
Поделиться