Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пиллĕкмĕш хут

Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче шкул çулне çитмен пирĕштисен конкурсĕ иртрĕ.

Ача-пăча садне çỹрекенсен "Пĕчĕк фея" конкурсне кашни çулах чиперуксем йышлăн хутшăнаççĕ. Кăçал та 3-6 çулсенчи 9 хĕр ача тĕрлĕ тупăшура хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ.

"Пĕчĕк фея - 2013" ята Кивĕ Эйпеçри Саша Головина тивĕçрĕ. "Вице пĕчĕк фея" ята Лера Мисякова ("Солнышко") çĕнсе илчĕ. Карина Хушкина (Елчĕк) "Куракансем кăмăлланă хĕр ача" ята тивĕçрĕ.

Конкурса хутшăннă кашни хĕр ачана ятарлă ятсем, коронăсем, призсемпе грамотăсем пачĕç, лентăсем çакса ячĕç. Иртнĕ çулсенчи конкурс çĕнтерỹçисем уява хутшăнса савăк юрă-кĕвĕ парнелени асра юлĕ.

В.ПАНКРАТОВА.



29 мая 2013
15:30
Поделиться