Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ачасен йĕркеллĕ канмалла

Патшалăх пулăшăвĕсене электронлă майпа илмелли майсемпе паллаштарнă уçă урок хыççăн Чăваш Енре онлайн режимĕпе ашшĕ-амăшĕн уçă пухăвĕ иртрĕ. Ку хутĕнче партăсем хушшине ачасен ашшĕсемпе амăшĕсем ларчĕç.

Ашшĕ-амăшне çуллахи кану умĕн ачасене интернетри начар пулăмсенчен тата çул çинчи хăрушлăхсенчен хỹтĕлес тĕллевпе пухрĕç уçă пухăва. Видеоконференцине Чăваш Республикин Информаци политикин тата массăллă коммуникациcен министерстви Вĕренỹ министерствипе пĕрле йĕркеленĕ. Ашшĕ-амăшĕн уçă пухăвне Роскомнадзор, ГИБДД представителĕсене, ачасен прависене хỹтĕлессипе ĕçлекен уполномоченнăя, карас телефонĕсен операторĕсене, интернет-провайдерсене чĕннĕ.

Уçă пухăва уçнă май, Чăваш Республикин вĕренỹ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Сергей Кудряшов пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вĕренỹ учрежденийĕсен директорĕсем, класс ертỹçисем, вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕ патне ачасене хăрушсăрлăх мерисемпе тивĕçтересси çине тимлĕрех пăхма ыйтрĕ.

"Çуллахи вăхăтра ачасенчен чылайăшĕ пушă вăхăта хăй тĕллĕн ирттереççĕ. Çавăнпа паянхи пухăвăн тĕп тĕллевĕ - ашшĕ-амăшне ачасен канăвне тивĕçлипе йĕркелессине татса парасси", - палăртрĕ Чăваш Ен Мининформполитикин ертỹçи Валентина Андреева.

Ачасен прависене хỹтĕлессипе ĕçлекен уполномоченнăй Вячеслав Рафинов интернет-пулăшу паракансем, МИХсем ачасен сывлăхне, аталанăвне сиен кỹрекен информацисене, хаярлăха, пусмăрлăха, порнографине, наркотикпа эрех-сăрана пропагандăлаканнисене пичетлеме кирлĕ маррине пĕлтерчĕ. Ашшĕ-амăшĕ ачасемпе пĕрле мĕн пăхмаллине сỹтсе явмалла.

Ачасене сиен кỹрекен информацисенчен хỹтĕлес енĕпе республикăри ĕç-хĕл пирки Роскомнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ертỹçин ĕçĕсене пурнăçлакан Татьяна Евдокимова паллаштарчĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, массăллă информаци хатĕрĕсен (хаçатсем, телевидени, радио) 75 проценчĕ саккуна тивĕçтерет.

Сиен кỹрекен материалсене федерацин 3 ведомстви - оскомнадзор, Роснаркоконтроль, Роспотребнадзор сăнаса тăраççĕ. Пĕтĕм сиен кỹрекен информацие чарнă материалсен пĕрлехи порталĕ çине кĕртеççĕ. Пĕрлехи портал çинче хальхи вăхăтра 5000 IP-адрес пур, "Хура списока" лекнĕ ресурссене интернет-провайдерсем хăйсем хупма тивĕç. Ашшĕ-амăшĕ ачисем мĕнле сайтсем çине кĕнине сăнаса тăни вырăнлă.

Хальхи вăхăтра ачасен аллинче кашни пиллĕкмĕш sim-карта тăрать. Ачасен 80 проценчĕ хăйсен пỹлĕмĕсенче компьютерпа тата карас телефонĕпе усă курать. Карас çыхăнăвĕн операторĕсем тата провайдерсем ашшĕ-амăшне ачасене сиенлĕ информацирен хỹтĕленмелли майсемпе паллаштарчĕç, ачасем валли интернета кĕме май паман телефонсем туянма, ятарлă тарифсемпе усă курма, сетьре сахалрах лартма, уйрăм каналсен списокне йĕркелеме сĕнчĕç.

ГИБДДн Чăваш Республикинчи управленийĕн ертỹçин çумĕ Олег Федоров ашшĕ-амăшне çуллахи кану вăхăтĕнче ачасене çул çỹремелли йĕркесене вĕренме, автомашинăпа çỹренĕ чухне ременьпе çыхăнма кирлине палăртрĕ.

 

 



29 мая 2013
15:29
Поделиться