Синкерлĕ ултав
Ирхине ирех тăрса Санюк ĕнесене шăварчĕ, апат пачĕ, сурĕ. Хунямăшĕ Кçени çав вăхăтра кăмакине хутса янă ĕнтĕ, апат хатĕрлет. Ывăлĕ Коля тутлă ыйхăпа çывăрать. Вăрçăн хаяр, выçă, сивĕ çулĕсем пыраççĕ. Упăшкине Ванькана вăрçă пуçланнă кунах Мускавран повестка парса фронта илсе кайнă. Вăл çулсенче нумай чăваш Мускава ĕçлеме çỹренĕ. Ванька та вĕсен йышĕнче пулнă. Çакăн хыççăнах унăн шăллĕне Кольăна, ашшĕне Митюка черет çитрĕ. Иккĕмĕш çулне вун саккăр тултарнă Петьăн та салтак ячĕ тухрĕ. Çапла çемьере арçынсемсĕр пурнăç пуçланчĕ.
Вăрçă пынă пулсан та вĕсен çемйи выçă ларман. Санюка çак çурта качча килсен ашшĕпе амăшĕ хĕр япалипе пĕрле пушмак пăру парнеленĕччĕ. Халĕ ĕнтĕ вăл ĕне çулне кĕчĕ, сĕт пара пуçларĕ. Хунямăшсен хăйсен те ĕне пур. Çу каçиччен вĕсем выльăхсем валли утă хатĕрлетчĕç. Тарăн вар, Çирĕкле çырми тăрăх çавапа курăк çулса хĕл каçмалăх утă хатĕрлеме пулатчĕ. Çавăнпа та вĕсем выçлăх мĕнне пĕлмен. Çук, çемье пуян пурăннă тесе калама çук. Пуриншĕн те налук тỹлемелле. Çулталăкра пĕр ĕнешĕн 210 литр сĕт, сурăх, хур-кăвакал, сысна, вăкăр усранăшăн какай, чăхшăн - çăмарта, сурăх сĕтĕнчен брынза сыр туса памалла пулнă.
Йăваш кăмăллă пулнăшăн Кçени кинне кăмăлланă. Санюк, Ванька упăшки пекех, ĕçсĕр тăма пултарайман. Çавăнпа та кил-çурт тап-таса, кашни япала хăй вырăнĕнче пулнă. Кинĕ кашни ĕçе килĕшỹллĕ тунине асăрхаса тăнă хунямăшĕ. Анчах нихăçан та мухтаман ăна. Темшĕн. Çемье саккунĕпе çамрăкки ват çынна пăхăннă, аслисем мĕн каланине пĕр сăмахсăрах пурнăçланă. Ваттисен ĕçри хăйсен тивĕçĕ, çамрăккисен хăйсен ĕçĕ пулнă.
Вăрçă пуçлансан ялти пĕтĕм ĕç ват çынсем, хĕрарăмсем, ачасем çине тиеннĕ. Санюка та колхоз лашисене пăхма уйăрнă. Ваçлей тетепе пĕрле (вăл аслă конюх) пĕр витери лашасене пăхнă.
... Çулталăкри Коля ывăлне апат çитерсен Санюк ĕçе çитрĕ. Çĕрĕпех çумăр çунă, сывлăш таса та уçă. Хирте тырăсене пуçтарса илнĕпе пĕрех ĕнтĕ. Ку вăхăтра ĕçĕ нумайран лашасене йывăр килнĕ. Хирти çĕмелсене йĕтеме турттармалла, çапнă тырра кĕлете кĕртмелле. Лашасене ирех кỹлнĕ те кунĕпе ĕçлеттернĕ. Санюкăн вĕсене турта хушшине тăриччен апатлантармалла, шăвармалла. Çывăхра тараса пулманнипе шыва Çирĕклĕ çырминчен çĕклеме лекнĕ. Çапла пĕрре, шартлама сивĕре, Санюк лашисене апат пачĕ, тислĕке тасатса кăларчĕ. Анчах та лешсем апатне тĕкĕнсе те пăхмаççĕ. Куçран пăхса темĕн кĕтеççĕ. Шыв ĕçесшĕн иккен лашасем. Пуртă çĕклесе вакă касма чупрĕ. Ку вăл вăрçă пуçланнă çул Микула кунĕнче аслă ывăлĕ Коля çуралсан виççĕмĕш кунта пулчĕ. Ун хыççăн унăн нумай вăхăт хушши ăшĕ ыратса çỹрерĕ.
Хĕрсе ĕçленипе витене Шура бригадирпа Антуни звеньевой килсе кĕнине те сисмерĕ Санюк. "Кил-ха кунта", - кăшкăрса чĕнчĕ Санюка Антуни. Кун пек ир-ирех бригадир та, звеньевой та халĕччен лаша витине килсе курман. Çакăнтан Санюк питĕ тĕлĕнчĕ. "Хăнасем" "Ласточка" лаша умĕнче тăраççĕ. "Ласточка" - и ĕçчен те вăйлă лашасенчен пĕри. Анчах халь вăл йĕп-йĕпе, çурăмĕ çинчен пăс тухать. Лаша пуçне усса тăнине курсан Санюк тĕлĕнсех кайрĕ. Лаша каçхине витере пулманни, çĕрĕпе йывăр ĕç ĕçлени пĕрре пăхсах паллă. "Начальниксем" каçхине дежурнăй кам пулнине, лаша мĕншĕн кун пек вăйран кайнине тĕпчесе ыйтма пуçларĕç. Чăн та, Санюк каçхине дежурнăй пулнă, анчах та пĕчĕк ачине килте пĕччен пăрахса хăвараймарĕ. Часах шăв-шав пуçланчĕ, ĕçе кайма тухнă ытти хĕрарăмсем те пуçтарăнчĕç. Кун пек чухне айăплине шыраççĕ. Çавăнпа та пĕтĕм айăпне Санюк çине йăвантараççĕ. Пуринчен ытларах çурăк сасăпа Антуни çухрашать: "Çак вăхăтра дежурствăна мĕнле пăрахса хăвармалла вăл! Кун пек халăх тăшманĕсем кăна тума пултараççĕ. Лашана пĕтернĕ вĕт". Хытă кăшкăрашнипе унăн куçĕсем чарăлсах кайнă. Каçхине халăха пухăва пуçтарăнмаллине пĕлтерчĕç.
Палăртнă вăхăтра кĕпер патне халăх пуçтарăнчĕ. Антуни тăрăшнипе районтан ятарлă çын килнĕ. Ял çинче Санюк лашасене начар пăхнă, "Ласточка" лаша чутах вилмен сас-хура сарăлнă. Районтан килнĕ çын хыççăн сăмах илнĕ Хĕветĕр Митюксен йăхĕ колхоза ырă туманни çинчен каларĕ. "Кулак кинĕ вăл, ялтан кăларса ямалла ăна", - тесе хыттăн кăшкăрчĕ Якур Санюк пирки. Çак вăхăтра Антуни, хĕремесленсе кайнăскер, ниçта кайса кĕрейми халăх хушшинче унталла та кунталла çỹрерĕ: "Ним йĕрки те çук вĕт, мĕнле кун пек пулмалла?" Хăйĕн куçĕсем урмăшса пăхаççĕ, сасси темшĕн чĕтрет. Пурте вăл тухса калаçасса кĕтрĕç, анчах темшĕн вăл тухмарĕ. Темĕскер тытса тăчĕ ăна.
Санюк хăйне хỹтĕлесе пĕр сăмах та каламарĕ. Пуçне çĕре чикмесĕр, калаçакансене куçран пăхса тăчĕ. Анчах та ун куçĕнче хумханни сисĕнмеллех палăрчĕ. Ку хумхану пухура ăна сỹтсе явнипе мар, юратнă ывăлне пăрахса хăварнипе пулчĕ. Кунта килес умĕн пĕчĕк Коля йĕни халĕ те куç умĕнче тăрать, "анне, анне", тесе кăшкăрни хăлхинче янăрать. Аллисене тăсса амăшĕ патне пырасшăн пулчĕ, пĕрле илсе кайма ыйтса пăхса куçран йăлăнчĕ. Çакна аса илсен çамрăк хĕрарăмăн пурне те пăрахса киле чупас, ывăлне алла илсе ыталас килчĕ.
Çак вăхăтра Гриша сăмах илчĕ: "Эпир паян ним айăпсăр çынна айăплатпăр. Чăнах та, пĕр айăпсăр çынна, - тепĕр хут каларĕ вăл. - Пăхăр-ха ун çине, ун аллинче кăкăр ачи. Мĕнле çĕрĕпе сыхлатăр вăл лашасене? Унта хурал пỹрчĕ те туса паман вĕт. Çак сивĕ çĕр ăçта ларса ирттермелле? Унăн упăшки паянхи кун вăрçă хирĕнче тăшмансене хирĕç çапăçать. Çавăн пекех икĕ тетĕшĕ те, хуняшшĕпе икĕ пултăрăшĕ унтах юн тăкаççĕ". Ун хыççăн Тяпук сăмах илчĕ: "Кама айăплама пуçтарăннă кунта Тĕмер халăхĕ? Санюкăн мĕн айăпĕ пур кунта? Шухăшласа пăхăр-ха! Кам лашана витерен илсе тухса кайса çĕрĕпе хăваласа çỹренĕ - çавă айăплă! Çав çынна шырамалла!" Халăх шăпланчĕ. Антуни хỹрешкисем, паçăр сурчăкĕсене сирпĕтсе кăшкăракансем, ăнăçсăр çапăçу хыççăн хỹрисене хĕстерсе каякан кашкăрсем пек кĕперĕн ик еннелле саланчĕç.
Гришăпа Тяпук тĕрĕс пулнă. Айăплине унта шыраман халăх. "Уй куçлă, вăрман хăлхаллă", - тенĕ ĕлĕк халăхра. Часах ял çине сас-хура тухрĕ. Çав каç Антуни патне Таяпаран Марчук килнĕ. "Йĕркеллĕ, ытлăн-тутлăн пурăнас килет-и санăн?" - ĕçлĕ çын пек ыйтнă вăл. Вĕсен колхозĕн хирти йĕтемре çапса тасатнă тырă выртнă иккен. Ăна турттарса кĕме колхозра лаша та, çын та çитмен. Марчук йĕтемре çĕрлехи хуралта тăнă, Антуни "Ласточкăна" кỹлсе çак йĕтеме чуптарать. Лашана шеллемесĕр вăрăсем çĕрĕпе тырă турттараççĕ. Çавăнпа ĕнтĕ лаша ирхине кăпăк ăшĕнче тăнă. Антуни вара ир-ирех бригадира чĕнсе лаша витине пырать. Акă мĕншĕн иккен Антунин пухура сăмах калама хăюлăх çитеймен: хытă пăлханнă, намăс пулнă ăна.
Çакăн хыççăн "Ласточка" суккăрланать, апат çиме пăрахать, унтан начарланса вилет. Унăн ỹтне выльăх масарне илсе кайнă чухне Санюк çеç куçне шăлса йĕнĕ. Антуни вара часах пĕрле тырă вăрланă арçынна качча тухать.
Çак синкерлĕ ултав çинчен мана анне каласа пачĕ. Çак кунсенче вăл 95 çул тултарать, анчах та çитмĕл çул каялла пулса иртнине халĕ те астăвать. Каласа панă вăхăтра ун куçĕнче пĕр кỹренỹ те, çилленни те курăнмарĕ. Çемçе сассинче тарăху туйăмĕ те сисĕнмерĕ. Хăйне "халăх тăшманĕ" шутне кĕртме тăрăшнă, халăх пурлăхне хапсăннă Антунине те, хирĕç кăшкăрашнă Хĕветĕрпе Якура та ỹпкелесе калаçнине туймарăм. Кỹрентерекенсене каçарма пултарнипе, ырă кăмăллă пулнипе çавăн пек вăрăм ĕмĕрлĕ пулчĕ тĕр. "Чулпа перекене хирĕç çăкăрпа пер", - тесе вĕрентнĕ вăл пире ĕмĕр тăршшĕпех. Каласа пĕтерсен пĕр вăхăт шăп лартăмăр. Куçлăх тăхăнса анне аллине Евангели илчĕ...
А.СОЛИН. Тĕмер.