Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ветеран, тав сана чунтанах!

Кашни çулах çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче эпир пурте хумханса тата савăнса кĕтекен уява - Аслă Çĕнтерỹ кунне паллă тăватпăр, ăна çывхартассишĕн пурнăçĕпе сывлăхне шеллемесĕр тăшмана хирĕç çапăçнă тата тылра ырми-канми тăрăшнă ветеран-фронтовиксемпе тыл ĕçченĕсене, салтак арăмĕсене сума сăватпăр, вăрçă хирĕнчен таврăнайман паттăрсене асăнатпăр. Çак кун янратакан юрă-кĕвĕ, кашни сăмах чĕрене сăрхăнса кĕрсе патриотлăха, Тăван çĕр-шыва юратас тата ăна парăнса пурăнас туйăмсене вăйлатаççĕ. 1418 кун тăсăлнă, 2600 километр лаптăк çĕр çинче пăшал сассипе кĕрленĕ, ял-хулана тата вăрман-çарана вут-çулăмпа çунтарнă вăрçă кашни çемьене пырса тивнĕ, çĕр-шыври 27 миллион ытла çын пурнăçне татнă.

Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 68 çул çитнине халалланă мероприятисем çу уйăхĕн 8-мĕшĕнчех пуçланчĕç. Çак кун кăнтăрла кашни ялтах вăрçăран таврăнайманнисене халалласа лартнă палăксен умĕнче митингсем тата концертсем иртрĕç.

Каçхине район центрĕнче пурăнакансем Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕсене, мирлĕ вăхăтра та тĕрлĕ хирĕç-тăрăва хутшăнса пуçĕсене хунă паттăрсене чысласа тата халалласа "Асăну çурти" ятпа иртнĕ акцие хутшăнчĕç. Яшсемпе хĕрсем çар комиссариачĕ умĕнчи воин-интернационалистсене халалланă палăк умне чечек кăшăлĕсем хунă хыççăн факелсемпе ялавсем, лампадкăсемпе хунарсем йăтса шăплăхра Совет, Иванов урамĕсемпе утса çаврăнчĕç, Тĕп лапамра чарăнчĕç. Пулас хỹтĕлев- çĕсем, воин-интернационалистсем палăк çумĕнчи вĕçĕмсĕр çулăм умне гирляндăсем хучĕç. Митинга хутшăннисене Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Комсомольскипе Елчĕк районĕсенчи уйрăмĕн начальникĕ С. Данилов, "хĕрỹ точкăсенче" çапăçнă ветерансен пĕтĕм Раççейри общество организацийĕн районти уйрăмĕн председателĕ П. Анисимов саламларĕç, ветерансене, ĕнерхи салтаксене Тăван çĕр-шыв умĕнчи таса тивĕçе чыслăн пурнăçланăшăн тав турĕç, ыран çар ретне тăракан çамрăксене вĕсенчен тĕслĕх илме ăнăçу сунчĕç.

Елчĕк шкулĕнче вĕренекенсен, Елчĕкри культурăпа кану центрĕн тата искусство шкулĕн ĕçченĕсен вăрçăри тата мирлĕ вăхăтсене сăнлакан юрри-сăввисем хыççăн тỹпене çĕкленнĕ фейерверк тĕрлĕ тĕспе çуталчĕ.

Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче вăрçăпа тыл ветеранĕсем, предприятисемпе организацисен коллективĕсем, ял тăрăхĕсен делегацийĕсем тата хăнасем 10 сехет тĕлне Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче, тĕрлĕ çулсенче "хĕрỹ точкăсенче" пуçĕсене хунă тата паянхи кун çĕр-шывăн мирлĕ тỹпине хỹтĕлекен ентеш-летчиксене халалланă монумент умне пуçтарăнчĕç.

Çĕнтерĕве, çĕр-шывăмăрăн мăнаçлăхне, Раççей халăхĕн никама пăхăнманлăхне халалланă юрă-кĕвĕ пуçтарăннисене хавхалантарчĕ, кăмăл-туйăма çĕклерĕ. Уява район пуçлăхĕ Р.Молодова уçрĕ, пуçтарăннисене Аслă Çĕнтерỹ ячĕпе саламланă май кашнинех ырлăх-сывлăх сунчĕ. Салам сăмахĕсен çумне Елчĕкри вăтам шкулта кĕçĕн классенче вĕренекенсем хутшăнса çĕр-шыва мăн аслашшĕсем пекех хастар сыхлама, юратма сăмах пачĕç, ветеран-фронтовиксене мирлĕ тỹпешĕн тата çутă куншăн тав турĕç.

Унтан уява хутшăннисем лозунгсемпе плакатсем, чечексемпе шарсем йăтса Елчĕкĕн тĕп урамĕсемпе утса çаврăнса Тĕп лапама пуçтарăнчĕç. Пурте туслăн урра! кăшкăрни аякка саланчĕ çак самантра.

Ветерансем Тĕп лапамри палăк умне сумлăн вырнаçса ларсан Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин сăмах илчĕ. Вăл кашнинех уяв ячĕпе саламласа пурне те çирĕп сывлăх, нумай-нумай çул пурăнма ырăлăх, тăнăç пурнăç сунчĕ.

- Аслă Çĕнтерỹ кунĕ - çĕр-шыв историйĕнче паллă йĕр хăварнă уявсенчен пĕри. Çулсем иртнĕ май унăн сумĕ ỹссех пырать. Шел пулин те, вăрçă вучĕ витĕр тухнă ветерансен йышĕ çулсеренех чакать. Вăрçă участникĕсене, салтак арăмĕсене, тыл ĕçченĕсене паянхи лăпкă пурнăçшăн чун-чĕререн саламласа вĕсен умĕнче пуçăмăрсене таятпăр. Сывлăх, телей пултăр сирĕн пурин те.

Вăрçăра вилнисене асăнса митинга килнисем пĕр минут шăп тăнă хыççăн ветерансен ячĕпе вăрçă участникĕ - Таяпа Энтри ялĕнче пурăнакан Василий Петрович Петров, Чăваш Республикин вĕренỹпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Светлана Петрова саламласа кашнинех мирлĕ пурнăç сунчĕç.

Сасартăк тавралăх шăпланчĕ. Тĕп лапам вăхăтлăх улăха çаврăнчĕ. Капăр ромашка уйĕ кашнинех илĕртет. Кĕçех шурă тумсем тăхăннă хĕр ачасемпе арçын ачасем "чечексене татса пуç кăшăлĕ тăваççĕ", ăна пуçĕ çине хураççĕ. Ачасен илемлĕ ташши мирлĕ вăхăта, савăнăçлă саманта сăнарлать. Тăватă енчен те ĕнер шкул сакки çинчен тăнă выпускниксем чупса килсе пĕр ушкăна пухăнаççĕ. Алла аттестат илнĕ çамрăксен пур енне те çул уçă. Юратнă шкулпа сыв пуллашса вĕсем хăйсен ырă ĕмĕчĕсене аллисемпе телейлĕн сулкаласа, савăнăçне палăртса пĕлтерме васкаççĕ.

- Эпĕ машинист пулăп!

- Эпĕ летчик пулатăп!

- Эпĕ вара - капитан!

Таврара мотор сасси, пăрахут кăшкăртни илтĕнет.

- Эпĕ вара юратнă арăм пулăп та тĕнчене сывă та илемлĕ ачасем парнелĕп! - çепĕççĕн пĕлтерет черчен хĕр.

Анчах та çак телейлĕ саманта çара уран чупса килекен арçын ачан икĕ сăмахĕ татса хурать:

- Вăрçă пуçланнă!

Çак хăрушă сăмахсем пурнăç çулĕ çине тухакансенне анчах мар, çĕр-шыври пур халăхăн ĕмĕт-тĕллевне татса, юнпа тата тусанпа таптаса хураççĕ.

"Вставай, страна огромная" юрăпа Тĕп лапам тăрăх çамрăк армеецсем иртеççĕ. Вĕсем "вăрçа кайнине" сăнанă май ветерансем хăйсен çамрăклăхне аса илчĕçех пуль, куçĕсенче вĕри тумламсем йăлтăртатрĕç. "Юнпа тулчĕ тĕнче, çулăм хыпрĕ çĕре, килсе кĕчĕ инкек кашни çын кил-çуртне, вилĕме тĕп тума çĕр-шыв чĕнчĕ пире, тĕппипе аркатмашкăн тăшман эшкерне", - мăнаçлăн янăрать ертсе пыраканăн сасси.

Вăрçă хирĕнчи самант та куç умĕнчех. Салтаксем çапăçу шăпланнă вăхăтра пĕрле пуçтарăнса шỹтлеççĕ, юрă-такмак шăрантараççĕ, теприсем çывăх тăванĕсемпе савнă хĕрĕсем патне çырусем шăрçалаççĕ. Паллă юрăçсем те кунтах, хаваслă кĕвĕ-çемĕпе вĕсем вăрçă хирĕнчи салтаксен пурнăçне çăмăллăх кỹресшĕн, вăрçă пирки самантлăх та пулин мантарасшăн.

Вăрçă - хăрушă. Вăл çыннăн пурнăçне пĕр шелсĕр татать, таптать, çунтарать, аркатать. Кунтах паттăррăн пуçĕсене хунисен тăванлăх масарĕ. Ангелсен ташши чуна лăпкăлăх кỹрет. Вăрçăпа çирĕпленнĕ, хуйхăпа типнĕ шурă çỹçлĕ командирăн чĕререн тухакан сăмахĕсем чуна çỹçентереççĕ: "Упраса хăвараймарăмăр сире. Çут тĕнче илемĕпе савăнма, çывăх çыннăрсене курма, тăван килĕрсене таврăнма пỹрмерĕ сире шăпа. Çемье çавăрса юратнă мăшăрăрсене çупăрлаймарăр, чечек пек ачасем çуратса чĕрçе çинче сиктереймерĕр, ылханлă вăрçă хура çĕрпе хупларĕ. Анчах та эпир сире пĕрне те манмастпăр, кашнинех, пурин ятне те чĕресенче упратпăр..."

Аслă Çĕнтерỹ. Тусанпа, тарпа вараланнă пит тăрăх ĕшенчĕк куçсенчен юхакан куççуль. Çак савăнăçлă хыпара велосипедлă почтальон кашнинех пĕлтерме васкать. Салтаксен çемйисем вăрçăран таврăнакансене кĕтсе илнĕ самант тата та хумхануллă. Йĕреççĕ те кулаççĕ, хаваслă юрăсем шăрантараççĕ вĕсем. Савăнăç - виçесĕр.

Çапах та вăрçăран таврăнайманнисем те пайтах. Вĕренекенсем Тăван çĕр-шывăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн çапăçса пуçĕсене хунă паттăрсен сăн ỹкерчĕкĕсене Тĕп лапам тăрăх йăтса утса вĕсен ячĕсене нихăçан та манманнине çирĕплетрĕç. Районти предприятисемпе организацисен представителĕсем те вăрçăра вилнĕ ентешсене сума суса палăкпа обелиск умĕсене чечек кăшăлĕсем хучĕç.

Тĕп лапампа çамрăк армеецсен ушкăнĕсем мăнаçлăн иртни йăлана кĕнĕ чи мăнаçлă самант. Вĕсене сăнанă май куç умне вăрçă хирĕ те, мирлĕ вăхăт та, паянхи кун çĕр-шыв тăнăçлăхĕшĕн çар ретĕнче тăракансем те туха-туха тăраççĕ.

Уява культурăпа кану центрĕн работникĕсем, искусство шкулĕнче вĕрентекенсемпе вĕренекенсем, Елчĕк шкулĕн коллективĕ юрă-сăвăпа илем кỹчĕç. Çĕнтерỹ салючĕ тỹпене тĕрлĕ тĕс çĕклерĕ.

Мирлĕ пурнăçшăн, çутă тỹпешĕн,

Ветеран, йышăнсам ыр сăмах!

Тав тăватăп сана хĕрхенменшĕн

Сывлăхна, пурнăçна маншăнах!

Елена ПЕТРОВА.



"Елчĕк Ен"
15 мая 2013
15:19
Поделиться