Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Кашни ача - хăй пĕр тĕнче

Çыннăн ăс-хакăлĕ, характерĕ ачалăхрах тымар илет, кунсерен çирĕпленет. Кашни ача - хăй пĕр тĕнче.

Çавăнпа та çемьере, лайăх условисенче çитĕнекенсем те тĕрлĕрен. Ашшĕ-амăшĕ пурне те пĕр тан пăхать, ăслă-тăнлă, çирĕп сывлăхлă ỹстерме тăрăшать. Анчах та ачасен кăмăл-туйăмĕ, киленĕçĕ кашнин урăхла. Çакă, паллах, çут çанталăк панă пултарулăхран, ачан хăйĕн тăрăшулăхĕнчен, аталанăвĕнчен, аслисен витĕмĕнчен килет.

Аслисен кĕçĕннисене ăнланма çăмăл мар. Ку тĕлĕшпе сăнав меслечĕ пĕлтерĕшлĕ. Ашшĕ-амăшĕн ĕç нумай пулсан та, хăйĕн ачине тĕрлĕ лару-тăрура сăнаса тишкерме майне, вăхăтне тупмаллах. Час-часах аслисем пĕчĕккисене пĕр тăванĕсемпе, тантăшĕсемпе танлаштараççĕ. Çакă пĕр енчен усăллă та. Тепĕр чухне вара сиен кỹрет. Мĕншĕн тесен шăпăрлансен кăмăлĕ хуçăлать, хăй евĕрлĕхĕ "аяла юлать". Вĕсем ялан танлаштарнипе тусĕсенчен писеççĕ, ачасен тарăху, вĕчĕрхенỹ туйăмĕ çуралать. Ку пулăм аслисене йăнăш пĕтĕмлетỹ патне илсе пырать.

Ача тĕрлĕ вырăнта, вăхăтра хăйне тĕрлĕрен тытать. Çакă ăна хавхалантарнинчен, лару-тăруран, сывлăхĕнчен килет. Ачана ĕçре сăнани унăн пултарулăхне, шухăш-туйăмне ăнланма пулăшать. Кĕçĕннисен йăлтах хăйсен тăвас туртăмĕ пысăк. Ытти юлташне те ĕç хушма юратаççĕ вĕсем. Пĕчĕккисем ĕçе ялан тенĕ пекех хаваспа пурнăçлаççĕ. Анчах ỹснĕçемĕн айккинелле пăрăнаççĕ. Тен, ку пулăм ачаранах пилĕк авма хăнăхтарманнипе е тепĕр майлă - хушăвĕсем нумай пулнипе çыхăннă?

Шкул çулне çитсен ачан тивĕçĕсен "кутамкки" ỹсет. Вăл уроксене мĕн чухлĕ тунине сăнани унăн вĕренỹри чăрмавсемпе йывăрлăхсене палăртать. Енчен те ача ĕçĕн майне пĕлмест тĕк, çитĕннисен пулăшса, ăс парса пымалла. Уроксене хатĕрленнĕ вăхăтра 20-30 минутран 5 минутлăх зарядка тутармаллине пурте ăнланаççĕ ĕнтĕ. Ача киле панă ĕçсене пурнăçласшăн мар пулсан, ăна хавхалантармалла. Шкул ачине килте вĕренме кашнине уйрăм вырăнпа тивĕçтермелле ашшĕ-амăшĕн. Çакă вĕренекенсен астăвăмне, тавра курăмне, пĕлỹ шайне ỹстерет, харпăр хăйне ĕçлеме хăнăхтарать.

Чылай чухне ача шухăшламасăр, ăнланмасăр, айванла начар ĕç тăвать. Ашшĕ-амăшĕ ăна вара айăплама пикенет, вăрçать. Шăпăрлан куляннă, йывăрлăха лекнĕ самантра тимлĕ пулмалла аслисен, сĕнỹ-канашпа пулăшса "тỹрленỹ" çулĕ çине кăлармалла, ырă тĕслĕх кăтартмалла.

Пур ашшĕ-амăшĕн те ачине йĕркеллĕ çитĕнтересси чи пысăк тивĕç иккенне тĕпрен туймалла, ăнланмалла. Паллах, хăйсен тĕпренчĕкĕсене пурте юратаççĕ. Анчах вăл темле çывăх пулсан та ăна тĕрĕс куçпа сăнама, хушăран тус-тантăшĕпе танлаштарма та юрать. Ачасен пуласлăхĕ çитĕннисенчен - ашшĕ-амăшĕнчен, воспитательсенчен, учительсенчен килет. Паянхи ача - ыранхи мăн çын. Вăл кунсерен ỹсет, аталанать. Унăн кашни утăмне курса-пĕлсе тăмаллине аслисен асра тытмалла.

Светлана ЗАЙЦЕВА, Кушкă шкулĕн вĕрентекенĕ.



"Елчĕк Ен"
27 апреля 2013
13:19
Поделиться