Çут çанталăка упрар
Тăван тавралăх - сывлăх тĕрекĕ. Мăн асаттесемпе асаннесем çакна питe лайăх ăнланнă. Этем çут çанталăкран вăй - хăват илет. Çавăнпа вĕсем ăна пуç çапсах хисепленĕ. "Эпир çĕртен пулнă, çĕрех пулатпăр",- теççĕ халĕ те.
Анчах этем обществи аталанса пынă май çут çанталăк пурнăçĕ хĕсĕнсе пынине кашни тĕслĕхре куратпăр. Шыва та сĕмсĕррĕн варалатпăр мар-и? Çуркунне выльăх-чĕрлĕх фермисенчи тислĕк те çумăрпа пĕрле юхан шывсемпе кỹлĕсене юхса анать. Çăл куçсемпе юхан шывсем типсе пыраççĕ, вăрмансене касса пĕтереççĕ, пулăхлă тăпра сийĕ арканать, чĕр чунсен йышĕ чакать…
Çĕр çинче халĕ темле хими япали те туса кăлараççe. Вĕсенчен чылайăшне этем организмĕнче тупаççĕ. Ку вара уншăн тата малашнехи ăрушăн питĕ сиенлĕ.
Тăван тавралăх сыхлавĕн çулталăкĕнче районти тĕп библиотека ĕçченĕсем вулакансемпе викторинăсем, тĕрлĕ калаçусем, куравсем йĕркелеççĕ. Вулавăш таврашĕнчи тирпей-илемшĕн тăрăшаççĕ.
Н.ПЕТРОВА, библиотекарь.