Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Районти ветеринарсене - ĕмĕрлĕх парне

Пичет ветеранĕ, Раççей Федерацийĕн Журналистсен союзĕн членĕ, "Елчĕк ен" ("Колхоз ялавĕ") хаçатăн тĕп редакторĕ пулнă Анатолий Тимофеев тата ветеринари станцийĕн ертỹçи Александр Скворцов тăрăшнипе Елчĕк районĕнчи ветеринарсем çинчен "Забота наша такая" кĕнекен иккĕмĕш кăларăмĕ кун çути курчĕ. 

Иртнĕ кунсенче районти тĕп библиотекăра кĕнеке презентацийĕ иртрĕ. Елчĕкри ветеринари лечебници (каярахпа централизациленĕ зооветучасток пулнă) уçăлнăранпа 65 çул каяллахи тапхăртан тытăнса çак тытăмра ĕçленĕ çынсем çинчен тĕпчесе çырнă кĕнеке, чăннипех, кăсăклă пулса тухнă. Унта 150 яхăн ят-хушамат, сăн ỹкерчĕксем нумай. 300 экземпляр тиражпа пичетленсе тухнă ветеринари ĕçченĕсем çырнă очерксемпе тĕрленчĕксем нумай çын чун-чĕринче хавхалану, ырлăх туйăмĕсене çирĕплетессе шанас килет.

Светлана АРХИПОВА.



09 апреля 2013
16:55
Поделиться