Амăшĕн капиталне тивĕçнĕ
Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин республика бюджетĕнчен уйăракан амăшĕн капиталĕн 100 пин тенкĕлĕх сертификачĕсене илме тивĕçлĕ пулнисене савăнăçлă лару-тăрура чысланă. Хальхинче çак чыса Елчĕкри Черновсен, Акчелĕнчи Московскисен çемйисем тивĕçнĕ. Сăмах май, çулталăк пуçланнăранпа халăха социаллă хỹтлĕх паракан районти социаллă пайне амăшĕн капиталĕн сертификатне пама ыйтса 12 заявлени панă, 3 çемьен ыйтăвне тивĕçтернĕ те ĕнтĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшỹллĕн нумай ачаллă çемьесене ачана пăхнăшăн уйăхсерен 5 пин тенкĕ ытларах укçа тỹлеççĕ. |
"Елчĕк Ен"