Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Унăн ячĕ манăçмасть

Унăн ячĕ манăçмасть

Курнавăш ялĕнче пурăннă педагогика ĕçĕн ветеранĕ, общество ĕçне хастар хутшăннă, тăван тăрăха тĕпчессипе пысăк тỹпе хывнă Петр Михайлович Смирнов пурнăçран уйрăлса кайнăранпа çулталăк çитрĕ.

Петр Михайлович Смирнов 1939 çулхи утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче Курнавăш ялĕнче çуралнă. Ашшĕ, Михаил Васильевич, Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче пуçне хунă. Амăшĕ, Евдокия Ивановна, виçĕ ачине пĕчченех пăхса ỹстернĕ. Ачисемшĕн чунне пама хатĕр пулнă хĕрарăм вĕсене тивĕçлĕ пĕлỹ парассишĕн нумай тăрăшнă. Ачисем амăшĕ пекех ĕçе юратакан, çынна хисеплеме пĕлекен, çемьешĕн тăрăшакан çынсем пулса ỹснĕ.

Петр Михайлович, ялти 7 класлă, Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулсенче вĕренсе тухнă хыççăн, 1961 çулта И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне пĕтерет. Виçĕ çул Совет Çарĕнче службăра тăнă хыççăн районта тĕрлĕ шкулсенче ĕçлет.

1978 çулта ăна Курнавăшри вăтам шкул директорĕ пулма çирĕплетнĕ. Вăл ачасене тарăн пĕлỹ тата воспитани парас, çамрăксене ĕçе хăнăхтарас, шкулăн пурлăхпа техника базине çирĕплетес, вĕрентỹ кабинечĕсемпе мастерскойсене вĕрентỹпе методика хатĕрĕсемпе пуянлатас тĕлĕшпе нумай вăй хунă.

Ахальтен мар кунта пуçласа И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн лицей, Канашри 22-мĕш професси училищин ятарлă класĕсем уçăлаççĕ. Петр Михайловича ял çыннисем унăн тỹрĕ кăмăлĕшĕн, çынсемпе тимлĕ пулнăшăн хисепленĕ. Ăна 1990 çулта Чăваш Республикин XII суйлаври Аслă Канашĕн депутатне, 1994 çулта Чăваш Республикин пĕрремĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн депутатне суйланă. Çак тапхăрта суйлавçăсен наказĕсене пурнăçласа нумай ĕç тунă.

Вăл - РСФСР шкулĕсен тава тивĕçлĕ учителĕ, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ. Ăна РСФСР Аслă Канашĕн Президиумĕн, Чăваш АССР Аслă Канашĕн, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотисемпе, "Ĕç ветеранĕ" медальпе наградăланă. Унăн ятне Елчĕк районĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн Кĕнекине кĕртнĕ.

Курнавăшри шкулăн 150 çулхи юбилейне хатĕрленнĕ май П.М.Смирнов ял тата чиркỹ историйĕпе кăсăкланнă, нумай архивсенче пулса пуян материал пухнă. Петр Михайлович хатĕрленĕ материалсенчен Чăваш кĕнеке издательствинче "Вехи времени" кĕнеке пичетленсе тухни те çакна çирĕплетет. Курнавăшри Христос çуралнин чиркĕвĕн историллĕ пулăмĕсемпе паллаштаракан çак тĕпчев ĕçĕ чиркĕве çỹрекенсемпе хăнасемшĕн калама çук пысăк парне пулчĕ.

Шел, кĕнекене пичете валли хатĕрленĕ кунсенче автор пиртен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Вăл хăйĕн çĕр çинчи пурнăçĕнче виçĕ кĕнеке хатĕрлесе кăларма пултарчĕ.

Петр Михайловичпа унăн мăшăрĕ Мария Дмитриевна 2 ывăлпа 3 хĕр пăхса ỹстерчĕç. Ашшĕн ĕçне унăн ачисем малалла тăсаççĕ. Ку тĕлĕшпе унăн ывăлĕ, Курнавăшри халăх историпе краеведени музейĕн заведующийĕ Алексей Петрович Смирнов нумай тăрăшать. Вăл ашшĕн ал çырăвĕсене пухса çемье несĕлĕн историне хатĕрлесе çитерессипе тимлет.

Ырă çын вилет - ырă ят юлать. Халăх каларăшĕнче çак сăмахсем Петр Михайлович тĕлĕшпе тỹрре килеççĕ. Унăн çутă сăнарĕ пирĕн чĕресенче ĕмĕр-ĕмĕр упранĕ.

П.Н.ЧЕРНОВ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, СССР халăх учителĕ, П.В.КУЗНЕЦОВ, Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлу паракан вăтам шкул директорĕ, Анатолий ЕМЕЛЬЯНОВ протоиерей, Курнавăшри чиркỹ настоятелĕ.



"Елчĕк Ен"
07 марта 2013
00:00
Поделиться