Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Йĕлтĕрпе шуса тухрăмăр хире

Елчĕкри "Ырсамай" культурăпа кану паркĕнчи стадионта " Йĕлме йĕлтĕр" ăмăрту иртнĕ.

Районти шкулсенчи 3-4 классенчи вĕренекенсем, 5-6 классенче пĕлỹ пухакан арçын ачасемпе хĕр ачасем йĕлтĕр йĕрĕ çине тăнă.

3-4 классенче вĕренекен хĕр ачасем 500 метрлă дистанцире тупăшнă. Кунта Хăвăлçырмари тĕп шкулти Кристина Волковăна çитекенни пулман. Çак ỹсĕмри арçын ачасенчен Таяпа Энтринчи тĕп шкулти Вадим Воробьев ыттисене чылай кая хăварса çĕнтерỹçĕ ята тивĕçнĕ.

5-6 классенчи хĕр ачасенчен пĕрремĕш вырăншăн кĕрешỹ хĕрỹ пынă. Çапах та Кĕçĕн Таяпари тĕп шкулти Анастасия Семенова вăр-вартарах пулнă. Арçын ачасенчен Патреккелти тĕп шкулти Николай Миллин çĕнтернĕ.



"Елчĕк Ен"
05 марта 2013
00:00
Поделиться