Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Сывă пурнăç йĕркине хăнăхаççĕ

Сывă пурнăç йĕркине хăнăхаççĕ

 "Энтепе" сахал яваплă юлташлăх директорне Андрей Васильева республика Пуçлăхĕн М.В.Игнатьевăн "Тăван ен ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлер, саккуна пăхăнса, таса чунпа пурăнар" Çырăвĕнче уйрăмах ял хуçалăхне аталантарас, халăха спортпа туслашма явăçтарас, сывă пурнăç йĕркин пĕлтерĕшне тата унăн уссине ăнлантарас енĕпе тăвакан ĕçсен пахалăхне тата та çỹллĕрех шая çĕклеме кирлине палăртса калани килĕшнĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕнчи çулталăкри ĕç-хĕле пĕтĕмлетекен пĕрлехи пуху шăпах республика Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырупа паллаштарнă кун пулса иртнĕ май çамрăк ертỹçĕн пуçне ăслă шухăш пырса кĕнĕ: тăрăшуллă ĕçченсене парне - велосипед туянса парас. Велосипед ял çыннишĕн унта-кунта васкавлăн кайса килмелли питех те кирлĕ транспорт хатĕрĕ пекех шутланать. Унпа пĕрлех вăл çыннăн вăй-халне çирĕплетме, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма пулăшать, спортпа туслашма хавхалантарать.

Парнене тивĕçнĕ, çакăншăн питех те кăмăллă пулнă ĕçченсем - Александр Баскаковпа Галина Клементьева, Надежда Миронова, Мария Яскова, Владимир Сапожниковпа Алексей Михеев, Владимир Савельевпа Станислав Никонов хăйсене шанса панă ĕç вырăнĕсенче малашне те пысăк хастарлăхпа тимлеме сăмах параççĕ. Тăван ялти ял хуçалăх предприятийĕ çĕнĕрен вăй илсе чĕрĕлни те çĕр хуçисемпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансен чун-чĕринче хавхалану кỹрет. "Энтепе" сахал яваплă юлташлăха йĕркелесе янăранпа вăхăт нумаях иртмен пулин те улшăнусем мĕн пурин куçĕ умĕнче. Иртнĕ çул кашни гектар пуçне шутласан 41центнер тĕш тырă пухса кĕртме пултарнă. Ăратлă ĕне выльăх туянаççĕ, выльăх-чĕрлĕхрен продукци туса илессин кăтартăвĕсем те ỹссех пыраççĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: хастар ĕçченсем - Галина Клементьева дояркăпа Александр Баскаков механизатор малашне фермăна, трактор паркне велосипедпа наччас çитме пултарĕç.

 



"Елчĕк Ен"
04 марта 2013
00:00
Поделиться