Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Унăн ĕçĕ курăмлă

 "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕн Кивĕ Эйпеçĕнчи сысна фермин коллективне Николай Леонидович Сусметов (сăн ỹкерчĕкре) ертсе пырать. Унăн ĕçĕпе пурте кăмăллă: сысна ферминче тăрăшакансем те, ял хуçалăх предприятийĕн правленийĕ те.

Коллектив палăртнă тĕллевсене ăнăçлăн пурнăçа кĕртет. Кăçалхи 2 уйăхри ĕç кăтартăвĕсене тишкерес пулсан та, савăнса каласа кăтартмалăх пур. Çак тапхăрта пурĕ 300 центнера яхăн, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 25 центнер ытларах, аш-какай туса илнĕ, пĕтĕмпе 408 çура илнĕ.

 



"Елчĕк Ен"
27 февраля 2013
00:00
Поделиться