Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Хĕлле те футболла выляççĕ

Оборонăпа массăллă спорт уйăхлăхĕн юлашки кунĕнче Кивĕ Эйпеçре мини-футбол енĕпе Юрий Григорьев воин-интернационалиста асăнса йĕркеленĕ районти VIII турнира 5 команда хутшăннă.

Куçса çỹрекен кубока хальхинче Кавалти "Олимп" спортзал команди (тренерĕ Ю.Алексеев) çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Акчел тата Тăрăм ялĕсенчи футболистсем йышăннă.

Ăмăрту участникĕсемпе хăнасем хушшинче Афган вăрçине хутшăннă ветерансем те пулнă.



"Елчĕк Ен"
27 февраля 2013
00:00
Поделиться