Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Чăваш Тăрăмсем çĕнтернĕ

Нарăс уйăхĕнче Чăваш Тăрăм шкулĕнче çак ялта çуралса ỹснĕ Ю.Львов воин-интернационалистăн призĕсене çĕнсе илессишĕн йĕлтĕрçĕсен уçă ăмăртăвĕ иртнĕ.

Спортсменсене Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - райадминистрацин вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Л.Левый, Чăваш Тăрăм шкулĕн директорĕ В.Малов саламланă.

Командăсенчен 1-мĕш вырăна Чăваш Тăрăм шкулĕ йышăннă. Аслă Елчĕксемпе Таяпа Энтри шкулĕсен командисем 2-мĕш тата 3-мĕш вырăнсене тивĕçнĕ.

Ăмăртăва йĕркелесе ирттерме хутшăннă спонсорсем Ю.Львов, А.Афанасьев (Чăваш Тăрăм шкулĕнче вĕреннĕ), В.Медведев (Аслă Таяпа) ырă ята тивĕç.



"Елчĕк Ен"
27 февраля 2013
00:00
Поделиться