Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Паттăрăн кун-çулĕ манăçмасть

Районти вĕренỹ учрежденийĕсенче çамрăк ăрăва патриотла воспитани парасси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Ачасене Тăван çĕр-шыва юратма, ăна чунпа, ĕçсемпе парăнма тата хаклама, ашшĕ-амăшне, ыттисене хисеплеме вĕрентес тĕллевпе педагогсем час-часах хăюлăх урокĕсем йĕркеленине ырламалла.

Районта иртекен массăллă оборонăпа спорт уйăхлăхне халалласа Аслă Пăла Тимеш шкулĕн- че хăюлăх урокĕсем иртнĕ. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен А.Михеева ачасене Энтепе ялĕнче çуралса ỹснĕ Совет Союзĕн Геройĕн Семен Алексеевич Андреевăн кун-çулĕ, вăрçăри паттарлăхĕ пирки каласа панă, паттăра халалланă презентаципе паллаштарнă



"Елчĕк Ен"
26 февраля 2013
00:00
Поделиться