Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çамрăк хоккеистсем ăмăртрĕç

Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта оборонăпа массăллă тата спорт ĕçĕн уйăхлăхне хутшăнса çамрăк хоккеистсем ăмăрту ирттерчĕç.
Пĕрремĕш ушкăнта 6-мĕш класра вĕренекенсем пиллĕкмĕшсене 2:1, çиччĕмĕшсене 3:1 шутсемпе çĕнтерсе мала тухрĕç.
Аслă ушкăнра 9-мĕш класра вĕренекенсем çĕнтерчĕç. 8 тата 11-мĕшсем те призерсен йышне кĕчĕç.
Турнирăн чи лайăх хоккеисчĕсем: Андрей Крысов (6-мĕш класс), Денис Васильев (7-мĕш), Андрей Викентьевпа Никита Пробкин (8-мĕш), Владимир Волков (9-мĕш), Эдуард Кукурузов (11-мĕш класс).
 


"Елчĕк Ен"
22 февраля 2013
00:00
Поделиться