Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ялти спортсменсен хĕллехи вăййисенче

Йĕпреçре иртнĕ ялти спортсменсен хĕллехи вăй- йисене механизаторсемпе дояркăсем те хутшăннă.

"Прогресс" АХОри С.Марковпа В.Ефимов механизаторсем тракторпа тĕрлĕ фигурăсем пурнăçланă. Унтан вĕсем турник çинче туртăннă, йĕлтĕрпе чупнă.

Дояркăсен ăсталăхне те сăнаса тăма кăмăллă пулнă. Малтан спортсменсем ĕне сумалли "АДУ-1" аппарата салатса пухнă, унтан кĕлеткесене алă вăйĕпе урайĕнчен çĕкленĕ, йĕлтĕр трасси çине тухнă. Кунта район чысне "Комбайн" ЯХПКри Е.Григорьева, "Энтепе" ОООри Н.Миронова хỹтĕленĕ.



"Елчĕк Ен"
20 февраля 2013
00:00
Поделиться