Спорт фестивальне йыхравлаççĕ
Çĕр-шыв хỹтĕлевçи кунĕ умĕн, нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнче физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен "Улăп" комплекса районти арçынсене спортăн иккĕмĕш фестивальне йыхравлаççĕ. Вăл 9 сехет те 30 минутра пуçланать.
Хуçалăхсемпе предприятисенче, организацисенче тата ял тăрăхĕсенче ĕçлекен арçынсем спортăн тĕрлĕ тĕсĕсенче хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ.
Арçынсем йĕлтĕрçĕсен эстафетине (3-шер арçын, 800 метр) хутшăнаççĕ. Ăмăрту "Ырсамай" культурăпа кану паркĕнче иртет, ыттисем - физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен "Улăп" комплексра.
Алă вăйне виçесси (2 арçын), канат туртасси (6 арçын), волейболла вылясси, шывра ишесси, сĕтел çи теннисĕ (2 арçын), дартс (1 арçын), пневматикăлла винтовкăран пересси (1 арçын), турник çинче туртăнасси (2 арçын) кашни кураканах хăйĕн патне илĕртĕ.
Фестивале хутшăнакансен хăйĕнпе пĕрле паспорт пулмалла. Вĕсем спортăн пĕр енĕпе кăна ăмăртма пултараççĕ. Шкулсенче вĕренекенсемпе студентсене командăна кĕртмеççĕ.