Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Варсукпа Саня юратăвĕ

Икĕ çухрăм теççĕ Аслă Пăла Тимешпе Кушкă ялĕсем хушши. Кашни вырсарни кунах аллине туя тытса, кăштах уксахласа чиркĕве çỹрет кỹршĕ яла 80 çула çывхаракан Саня аппа. Эпĕ ăна хăваласа çитме тăрăшрăм. Манăн унăн кун-çулне тĕплĕнрех пĕлес килчĕ. Ялта çамрăксене пил панă чухне ашшĕ-амăшĕ час-часах çапла каланине илтнĕ: "Варсукпа Саня пек юратăр пĕр-пĕрне". "Мĕншĕн ун пек калаççĕ-ши ватăсем, мĕнле пурăннă-ши вара вĕсем?" Çак шухăш чылайччен канăç памасть мана.

Сывлăх суннă хыççăн унпа калаçу пуçартăм. 

- Вăхăчĕ иртет-çке. Варсук манран уйрăлса кайнăранпа çулталăк çурă çитрĕ. Çулла кăçал верандăра выртса тăтăм. Унта уçă, сывлама çăмăл. Пĕр лĕпĕш пырса ерчĕ. Варсук чунĕ мана çакăнта шыраса тупрĕ пулĕ тесе шухăшлатăп. Пĕр каçхине пăхатăп та, лĕпĕшĕн пĕр çуначĕ усăннă, вараланнă. Ăна эпĕ пỹрте илсе кĕрсе ăшă шывпа çурăм, таса пит шăллипе çемçен шăлса типĕтрĕм, кăкăр çумне хурса ăшăтрăм, хам çума хутăм, - каласа парать Саня аппа.

Ват çыннăн юратăвĕ мĕн тери хаклине ăнланас тесе малалла калаçтарас килчĕ ăна. 

- Саня аппа, Варсук пиччепе 55 çул пурăннă тетĕн, пурнăçра пĕр-пĕринпе урлă калаçнă пулĕ ĕнтĕ, - тетĕп. 

- Пĕрре те ас тумастăп ун пеккине. Варсук картишне тухсан, манăн та унпа пĕрле картишĕнче пулас килетчĕ, вăл пỹрте кĕрсен, манăн та ун хыççăн кĕрес килетчĕ. Пур ĕçе те пĕрле пурнăçланă эпир, ар- çын е хĕрарăм ĕçĕ пулман пирĕн, - хуравларĕ вăл. 

- Шап-шурă, якатнă тутăрпа, тĕрленĕ саппунпа çỹретĕн-ха. Нуски те санăн юр пек шурă курăнать. Хăвах тирпейленетĕн-и, е çамрăксем çапла лайăх пăхаççĕ? - тăсатăп калаçăва малалла. 

- Хамăн вăй çитнĕ таран кил-çуртра тăрăшатăп-ха. Кин маттур манăн, вăл пăхать, - ăшшăн калаçать кинеми. 

- Урусем ыратаççĕ пулмалла, йывăртарах пусатăн. Канăç паман урусемпе чиркỹре тăма та çăмăлах мар-тăр, - тетĕп каллех. 

- Ыратаççĕ çав. Ĕмĕре фермăра вăй хурса ирттертĕмĕр Варсукпа иксĕмĕр те. Юратнă мăшăрăм чунĕшĕн кĕл тăвас килет-çке. Леш тĕнчере çăмăлрах пултăр тетĕп ăна. Ачасен, мăнуксен сывлăхĕ пултăр, пуçăннă ĕçĕсем ăнса пыччăр тесе Турăран ыйтатăп, - тет вăл. Унтан хушса хурать: 

- Варсукшăн тунсăхласа çитрĕм. Нумаях юлмарĕ пулĕ те-ха унпа тĕл пуласси. Ачасем те лайăх пăхаççĕ, мăнуксем те сума сăваççĕ, çавах Варсукпа юнашар пулас килет, - хушса хучĕ вăл тунсăхлăн.

Майĕпен, чылай вăхăт хушши утрăмăр эпир унпа. Никам çинчен те пĕр усал сăмах та калаçмарĕ вăл. Çак ăшă кăмăллă çын - Александра Семеновна Баринова. Сумлă ватăпа калаçнăçемĕн калаçас килет, хăй патнелле туртать. Унпа тĕл пулса калаçнă хыççăн "Саняпа Варсук пек юратăр пĕр-пĕрне" тесе пилленĕ сăмахсен пĕлтерĕшне лайăх ăнлантăм.



"Елчĕк Ен"
19 февраля 2013
00:00
Поделиться