Ỹсĕмсем хавхалану кỹреççĕ
"Победа" ял хуçалăх предприятийĕ хăйĕн çĕнтерỹллĕ ятне тỹрре кăларать: ĕç кăтартăвĕсем çулсерен ỹссе пыраççĕ. Отчетлă тапхăрта кашни ĕнерен сĕт сăвассипе республикăра та пĕрремĕш пулнă. Çак кăтартăва вĕсем 7084 килограма çитерме пултарнă.
Аслă Пăла Тимешри ĕне фермин коллективĕнче вăй хуракансем çулталăкра пурĕ 12326 центнер, усă куракан кашни
Анна Константинова ĕне сăвакан операторăн кăтартăвĕ тата сулмаклăрах -
- Çитĕнỹсен никĕсĕ - ушкăнпа тимленинче,- тет Николай Головин директор. Елена Портновăпа Елена Челякова, Зоя Емельянова та хăйсене шанса панă ĕç вырăнĕсенче яваплăха туйса тимленине палăртать вăл.
Ĕне выльăхсене самăртассин кăтартăвĕсем те пысăк. Çавна май виçĕм çулхипе танлаштарсан 1,5 хут ытларах, пурĕ 813 центнер, аш-какай туса илнĕ. Людмила Портновăна çирĕплетсе панă ушкăнри мăйракаллă шултăра выльăхсем пĕр талăкра
"Победа" ООО ытти кăтартусемпе те малта. Ял хуçалăх таварĕсене сутнинчен пулнă таса тупăш пайĕ 3 миллион та 245 пин тенкĕпе, усă куракан кашни
Ял хуçалăх предприятийĕнче техника паркĕ те пуян. Çĕр ĕç культурисене туса илессинче питех те кирлĕ ял хуçалăх машинисене иртнĕ çул та пурĕ 22 миллион тенкĕлĕх туянма пултарнă. Çакăн пек хăватлă техникăсемпе усă курнă май малашне тыр-пул тухăçне ỹстерме кирлине те ăнланаççĕ. Иртнĕ çул пĕтĕмпе 11265 центнер е кашни гектар пуçне шутласан 25, 8 центнер тĕш тырă туса илнипе анчах çырлахма шутламаççĕ.
Отчетлă пуху ĕçне пĕтĕмлетме хутшăннă район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ П.Тремасов ял хуçалăх предприятийĕнчи çулталăкри ĕç-хĕле тивĕçлипе хакланă. Сăлтав пулнипе усă курса тăрăшуллă ĕçченсене - Николай Сверчков учетчика, тĕрлĕ ĕçсем пурнăçланă çĕрте тăрăшакан Светлана Чермаковăна, Марина Михайловская тĕп бухгалтера район администрацийĕн Хисеп грамотисене парса чыс тунă. Малта пыракансен тепĕр ушкăнĕ парнесене тивĕçнĕ.